Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАЛАНТЛИСЕН ЯЛĔНЧЕН

31 октября 2009 г.

Эпир Юрийпе пĕр ялтан – кунçулĕпе пилĕк ĕмĕр ларакан Айкăшра çуралнă. Пирĕн ачалăх чупса иртнĕ виç урама (Тутар урамĕн ятне улăштарман-ши;), çич çырмапа (Сăпка çырми те пурччĕ!) тăхăр пĕве тăрăхне (Сад пĕви, Шкул пĕви, Шахтă пĕви...) çак уйăх пуçламăшĕнче тĕнчипех пĕлекен Праски Витти художникăн пултарулăхĕпе тăван çĕрне-шывне халалланă телекăларăмра анлăн кăтартрĕç. Асăрхарăр, паллах: айкăшсен унчченхи катисем çумне (Урикка вăрманĕ, Хырлăх вăрманĕ, Хурăнлăх вăрманĕ) халь тата Праски Виттин Тополь кати хушăннă. Художник ăна Константин Иванов çĕршывĕнчен – «Нарспи» авторĕн тополĕсенчен касса килсе тăван пахчинче лартса-чĕртсе ÿстернĕ. Кама мĕнле хавхалантарман-ши виç урамлă пĕчĕк Айкăш! Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче учителе тухса аттепе, аннепе пĕрле ĕçленĕ Леонтий Прокопьевича ытла та ырă ватă пулнăран лайăх астăватăп. СССР чемпионĕ, тĕнче рекордсменĕ Виктор Андреев штангист, манран кăштах çеç аслăрах юлташăм, пирĕн урамри ачасен çул пуçĕ (лидерĕ) шутланнă. Иван Порфирьевич Петров, физикăпа математика наукисен докторĕ, кĕнекерен хăпма пĕлмен Ванюш, каснă-лартнă Володя Ульянов пек курăнатчĕ (пĕр вăхăт эпир вĕсен килĕнче хваттерте пурăнтăмăр). Республикăн тава тивĕçлĕ механизаторĕсем – Геннадий Федорович Федоровпа Ванифатий Никитич Никитин çинчен эпĕ хаçатра та çырнă, пĕр виçĕ-тăватă çул каялла вĕсемпе татах тĕл пулса калаçнă. Екатерина Константиновна Иванова – педагогика наукисен ăсчахĕ... Сăвăç-шăллăмăн – Юрий Трофимовăн кÿршисенчен тепĕрне – Петр Никифорович Никифорова асăнмасăр иртейместĕп. Вĕрентÿ ветеранĕ, Раççей çут ĕç отличникĕ – вăл пире Вăрнар район энциклопедине хатĕрленĕ çулхине хытă пулăшнăччĕ.

Ырă хумсен сăпкинче сикнĕ пирĕн сăвăç. Ăшпиллĕ хăйĕн тавралăхне, çак тавралăх çыннисене ачаран аван пĕлет. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ çулсенче ассистент шучĕпе талантлă çыравçа Александр Иванович Волкова – Чăвашрадиопа телевиденийĕн редакторне пулăшнă. «Ăна тăван пичче вырăнне хураттăм», – тет.

Ю.Трофимовăн пирвайхи сăввисем пирĕн хаçатра çирĕм çул каялла курăнса пычĕç. Кайран хаçат редакцийĕнче те ĕçлерĕ. Радиопередачăсем йĕркелетчĕ. Арăмĕ ыйтнипе шкула куçрĕç. Роза Александровна та филолог. Чăваш патшалăх университетне пĕрле вĕренсе пĕтернĕ. Вĕсем Çавалкасра тĕпленнĕччĕ. Анчах ялти шкулсене пĕтерсе пынă май катара вырăн шырама тивет, çĕр-çĕр ялти пин-пин çамрăк евĕр, Мускав енне тухса вирхĕнеççĕ. Аслă пĕлÿллĕ филологсем тĕп хулари пуянсен ачи-пăчине «таса тумлантарса, тутлă тăрантарса, ырра вĕрентеççĕ» «Çав кунĕн-çĕрĕн ахăракан шоусене, театрсене тухса кураятăр-и;», – тетĕп. «Ни-ни! Канмалли кунсем çук. Лужков çĕршывĕ – пачах урăх патшалăх. Кунта халь – шутсăр хаяр капитализм!»

– Сăвăсен тĕнчине таврăнма çăмăлах мар эппин;

– Этеме чун-чĕре тунсăхлани пăрахмасть. Куртăм: çĕрме пуян та хурлă шухăша путма пултарать-мĕн...

– Эс тăван тавралăхупа мăнаçланаттăн. Лирикăллă ярăмсем шанăçлăха, ĕмĕтсене çывхартасшăнччĕ. Халь эс ĕненменлĕх енне сулăннă пек, пессимистла нотăсем çине куçнă пек туйăнать. «Эпĕ куççультен шăрçа пуçтартăм...» «Пĕр никам курман леш тĕнчере сăвăçсем сăваплăрах-и пулĕç;..» «Тен, эп сана Тĕнче вырăнне хурса чыслани те – Юрату текен туйăм мар...» «Эпир тĕнче тăрăх кайрăмăр – пурлăх уйăрать-çке халь пире...» Эс тăватă çул каялла хатĕрленĕ сборникре çавнашкал йĕркесем ытлашширех пек туйăнчĕç...

– Эп вĕсене хама валли çырнă...

Айкăшсен сăвăçине лÿпперал-мăкратсен Мускавĕ путлантармасан аванччĕ!..

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика