31 октября 2009 г.
Унпа «Вурнарская» агрофирмăн çĕр улми пуссинче паллашма тÿр килнĕччĕ. Çÿллех те мар, йăрăс пÿллĕ хĕрарăм хăйĕн çирĕп сассипе вуншар çынна итлеттерме пултарать. Ĕçлекенсем хушшинче тем тĕрли те пур-çке.
Анчах çак çирĕп сасă хыçĕнче çав тери черченкĕ чун пытаннине нумайăшĕ ăнкармасть те. «Сас хулăм пулнăран-ши, мана теприсем усал çын тесе шутлаççĕ»,– пытармасть вăл.
Ун пек таса, тÿрĕ чунлă çынсем, шел те, пирĕн хушăра нумаях мар. Хуçалăх ăнăçăвĕшĕн хыпса çунакансем те. Акă Елена Арсентьевна Тарасова хăй пурнăçĕнче хăçан та пулин лăш канса курнă-ши; Çук пулĕ. Асăннă хуçалăхра агрономра ĕçлекенскер, çурхи тумлампа тухать те мĕн хура кĕркуннечченех уй-хиртен татăлма пĕлмест. Çуркунне çĕр пиçĕлĕхне тĕрĕслет, кĕркунне çĕн тухăçа алла илет. Хĕллехи вăхăтра канмалла пек, анчах ĕçчен хĕрарăм алă усса ларма хăнăхман. Иртнĕ хĕл акă ултă уйăха яхăн вăрман кăларнă çĕрте тăрăшнă.
Анчах Елена Арсентьевна нихăçан та шăпине ÿпкелемест. Ачалăхне илсен, виççĕрех амăшĕсĕр тăрса юлнă, вăл пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарассине шутламалла та мар пек. Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман-çке! Елена Арсентьевнан вара, Çĕн Кипек хĕр ачин, тăван çĕр туртăмĕ, ял хуçалăхĕнче ĕçлес кăмăл мĕн пĕчĕклех тĕвĕленнĕ.
Шел, 10-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн вăл ял хуçалăх институтне вĕренме кĕреймен, конкурс çав тери пысăк пулнă. Тĕрлемесри училищĕре бухгалтер специальноçне алла илнĕ, хыççăн ĕçленĕ вăхăтрах Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлĕвне анлăлатнă.
Хăй вăхăтĕнче çав тери мăнаçлă «Колос» совхозăн шут ĕçне тăватă çул ăнăçлă ертсе пынă. Çĕн Кипекрен Мăн Турхана çÿресси кăна кансĕр пулнă ĕнтĕ. Йĕпе-сапара, çил-тăманлă çанталăкра мĕн чухлĕ утма тивмен-ши ăна;
1977 çулта Елена Арсентьевнана Кĕçĕн Кипек ял Совет ĕçтăвкомĕн председательне лартнă. Вунă çул хушшинче пултаруллă хĕрарăм ял территори инфраструктурине аталантарассипе нумай тăрăшнă. Вырăнти хуçалăх, ял çыннисем тÿпе хывнипе кĕçех ял Совет кантурĕн иккĕмĕш хучĕ çĕкленсе ларнă. Культура çурчĕ, Пăваялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ, ытти чылай объект хута кайнă.
Çулсем иртнĕçем çĕр туртăмĕ Елена Тарасована каллех ял хуçалăхне илсе çитернĕ. Чылай çул вăл «Малояушский» пĕрлешÿре бригадир-диспетчерта вăй хунă. Çак вăхăтрах Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче агроном специальноçне алла илнĕ.
Шел, тăван хуçалăхăн шăпи вăрăма пыман. Тĕнчери пăтăрмахлă лару-тăру ăна та хăйĕн чухăнлăх авăрне туртнă...
Халĕ Елена Арсентьевна çиччĕмĕш çул ĕнтĕ «Вурнарская» агрофирмăра – агрономра. Тивĕçлĕ канăва тухни икĕ çул ытла, çапах та ял хуçалăх ĕçне пăрахаймасть вăл. Çакă яланах халăх хушшинче пулма хăнăхнипе, ĕç чуна уçнипе те çыхăннă. Нихăçан та çăмăл ĕçлесе курман пулин те.
Анчах йывăр ĕç хăйĕннех тăвать çав. Елена Арсентьевна юлашки вăхăтра урисем сурнипе аптăрать. Иртнĕ çул вĕсене инкекре амантнă хыççăн пушшех те.
Тарасовсем икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Ывăлĕ Шупашкарти агрегат заводĕнче формовщикра тимлет, хĕрĕ – Çĕнĕ Шупашкарти пĕр клиникăра медсестрара. Шел, мăшăрĕпе ĕмĕр ĕмĕрлеме пÿрмен Елена Арсентьевнана, виçĕ çул каялла вăл сарăмсăр пурнăçран уйрăлнă. 26 çул пĕр чĕлхерен пурăннă хыççăн, паллах, хĕрарăма халĕ çав тери кансĕр, кичем.
Вăрăм каçсенче тепĕр чух чылайччен шăхăша путать вăл. Тăван ял, хуçалăх аталанăвĕшĕн мĕн чухлĕ вăй-хăват, сывлăх пĕтермен пулĕ; Кил-çуртне çĕнетессине вара яланах иккĕмĕш плана хăварнă. Теприсем халĕ, чĕлхеллисем, тĕксе те илкелеççĕ иккен. Анчах аптăрамасть-ха хĕрарăм, юсав ĕçĕсем те халь пĕчĕккĕн пыраççĕ. Пурнăç япăх тесе калас килмест, çитнĕ таран пурăнасчĕ, тет вăл.
Унăн калаçăвĕнче ял шăпишĕн пăшăрханни те яр уççăн курăнчĕ. Паянхи ăру ĕçрен писни, ялсем пушанса пыни кама хумхантармасть; Акă вĕсен ăрăвĕ çĕкленĕ объектсем нумай çĕрте тенĕ пекех хуçасăрлăх аллине куçса арканчĕç, чылай çĕрте ферма-складсем вырăнне нимĕн те юлман, çĕре юратса ĕçлекенсем шутлă кăна, нумайăшĕ хăйшĕн çеç тăрăшать. Пире вара паян Елена Арсентьевна Тарасова пек патриотсем, çĕр çыннисем ытларах кирлĕ, çавăн чухне кăна эпир ура çинче çирĕп тăма пултарăпăр.