Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТИМСĔРЛĔХ ИНКЕКЕ ÇЫВХАРТАТЬ

31 октября 2009 г.

Ачасен çул çинчи хăрушсăрлăхĕ ашшĕ-амăшĕсенчен, опекунсенчен пысăк яваплăх ыйтать. Унпа шÿтлеме юрамасть. Нумай чухне кĕçĕннисен хăтланкаларăшне тÿрех асăрхаса илме те çук, вĕсем кĕтмен çĕртен, мечĕк хăваласа е ÿкнĕ теттине илес тесе шутламасăрах çул çине сиксе тухаççĕ. Çакă нумай чухне инкексен тĕп сăлтавĕ пулса тăрать те.

Иртнĕ çул ачасем хутшăннипе район территорийĕнче пĕр инкек çырăннă пулсан, кăçалхи вунă уйăхра – виççĕ. Вĕсем Пăртас, Канаш çулĕсем çинче тата Вăрнарта пулса иртнĕ. Ачасем аварие лекнин сарăлнă сăлтавĕсем – вĕсене ашшĕ-амăшĕ асăрхаса çитерейменни.

Кĕçĕннисем нумай чухне çул çинчи лару-тăрăва тата хăрушлăх сиксе тухасса ăнкарса илеймеççĕ. Çавăнпа та çемьене инкек ан килтĕр тесен аслисен çине тăрса ĕçлемелле, çул-йĕр правилисене, дисциплинăна хăнăхтармалла. Автомашинăна тÿрех чарма çуккине, тăракан автотранспорт хыçĕнчен тăрук сиксе тухма юраманнине, çул хăрушă вырăн пулнине, ун тăрăх урлă-пирлĕ чупни инкек çывхартма пултарнине ăнлантармалла.

Ку эрнере район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен пайĕпе пĕрле шкул автобусĕсене тĕрĕслеме тытăнтăмăр. Кунта та çитменлĕхсем пур. Ачасем хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăнмаççĕ. Пĕр шкул автобусĕ çине тивĕçлĕ хисепрен ытлашши ача лартнă. Социаллă педагогсем пăхса çитереймен тĕслĕхсем те пур.

Тĕрĕслев малалла та пырĕ, анчах водительсене ун вăхăтĕнче кăна мар, ытти чухне те, яланах правилăсене çирĕп пăхăнма ыйтасшăн. Ачасен хăрушсăрлăхĕ вĕсенчен те нумай килет-çке.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика