Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апачĕ тулăх, витисем ăшă

31 октября 2009 г.

Выльăхсене витесенче усрамалли тапхăр çитрĕ. Вĕсене тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарас, продукци туса илессине ÿстерсе пырас тесен витесене лайăх юсаса çитермелле, апат тулăх хатĕрлемелле. «Мураты» ял хуçалăх кооперативĕн Уйкас Явăшри выльăх-чĕрлĕх витисене йăлтах юсаса çитернĕ, пур йышши сĕтеклĕ апатсене те ферма çывăхне çителĕклĕ турттарса хунă.

– Эпир витесене çуллахи уйăхсенчех юсама хăнăхса çитнĕ. Сĕт-çу фермине, сăмахран, çĕнĕ проектпа, малашлăха пăхса хута янăскерне, япăхтарма памастпăр. Мĕн пур ĕçе механизацилерĕмĕр. Тислĕк кăларассине, апат парассине, ĕнесене сăвассине машина вăйĕ çине куçарса çитертĕмĕр. Çамрăк пăрусене пăхса усрамалли витене те çĕнетрĕмĕр. Выльăхсене хĕл каçарма 800 тонна сенаж, 300 рулон типĕтнĕ утă хатĕрлесе хăвартăмăр, – терĕ ферма ертÿçи В.Петров.

Витесене вăхăтра юсаса тăни, унти йывăр ĕçсене механизацилени, апат тулăх хатĕрлени выльăхсене йышлă усрама, вĕсенчен продукци илессине ÿстерсе пыма май парать. Кăçал, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, хуçалăх сĕтпе аш туса илессине икĕ хута яхăн ÿстерчĕ. Надежда Волкова, Елена Краснова, Надежда Рубцова дояркăсем кашни ĕнерен тăватă пиншер килограмм ытла сĕт суса илчĕç. Сĕт-çу ферминчи ÿсĕмсене палăртнă чухне Геннадий Иванов, Александр Деляев, Анатолий Герасимов кĕтÿçсене те ырăпа асăнмасăр иртме çук. Вĕсем ĕнесене çуллахи уйăхсенче лайăх кĕтсе çÿрерĕç, продукци илессине чакармарĕç, ÿстерсе пычĕç.

Фермăра вăй хурса ĕçлекенсем татах та пур. Петр Краснов механизатора ăçтан аякра тăратса хăварăн; Дояркăсем унăн ĕçĕпе питĕ кăмăллă. Пур йышши апатсене те выльăхсем валли вăхăтра хатĕрлесе, турттарса тăни шăпах унтан килет. Ĕнесен ăратне лайăхлатса пынă çĕрте Алевтина Михайлова осеменаторăн тÿпи пысăк.

Фермăра çынсем нумаях мар пулин те кашниех хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрма тăрăшать. Кĕскен калас-тăк, апачĕ тулăх, витисем ăшă, çыннисем ĕçчен пулсан, фермăри выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарассинчен пачах шикленме çук.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика