Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Химик» спорт клубĕ турнира пуçтарчĕ

03 ноября 2009 г.

Çак клуб районта массăллă спорта аталантарассине пĕчĕк мар тÿпе хывать. Иртнĕ çулшăн акă вăл физкультурăпа сывлăха çирĕплетес ĕçе кăтартуллă лартнăшăн Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин Дипломĕпе Кубокне тивĕçнĕччĕ. Вăл тытса тăракан футбол командисем, уйрăмах «Химик–Август», республика чемпионачĕсенче пĕрре мар палăрчĕç. Кунта завод ĕçченĕсем кăна мар, шефа илнĕ Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул ачисем те тĕрлĕ ăмăртусенче ÿт-пĕве пиçĕхтереççĕ.

Виçĕмкун кунта вара сĕтел çи теннис енĕпе уçă первенство йĕркеленĕ. Ăна «Химик» спорт клубне йĕркеленĕренпе 5 çул çитнине халалланă.

Спортсменсене «Химик» спортклубĕн председателĕ Евгений Захаров, Юрий Агилов тренер, район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Политов саламланă.

Малти вырăна тухассишĕн пĕтĕмпе сакăр команда тупăшнă. Вĕсенчен чи çивĕччи район администрацийĕн команди пулса тăнă. Ун чысне администрацин социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Политов тата Шĕнер Ишек ял поселенийĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров хÿтĕленĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче – Вăрнар поселокĕн командисем.

Уйрăмшар зачетра малти вырăнсене çаксем пайланă: Валерий Калинников (Хапăс), Владимир Федоров тата Сергей Политов (Вăрнар).

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика