03 ноября 2009 г.
Çанталăк сивĕ енне çаврăнчĕ, юр-çумăр кунсеренех çăвать. Çулсем пĕрре йĕпе, тепре пăрлак, çавна пулах инкексем йышланчĕç. Юлашки кунсенче республикăри çул-йĕр инспекцийĕн кăтартăвĕсем савăнтармаççĕ.
Хамăр районта та, акă, канмалли кун Хăмăш ялĕ тĕлĕнче хăрушă инкек пулса иртнĕ. Сăмах май, «Шупашкар–Сурское» республика пĕлтерĕшлĕ çул çинчи ку вырăн тăтăшах инкексем çырăннипе «паллă». Октябрĕн 31-мĕшĕнчи ирхине те аварире темиçе çын йывăр суранланнă. Кÿкеçре пурăнакан П. ВАЗ-21099 автомашинăн рульне тытса чарайманнипе хирĕç çул çине тухса кайнă, ГАЗ-47471В машинăпа çапăннă. Тĕрлĕ сурансемпе виçĕ пассажира Вăрнарти тĕп больницăна çитернĕ. Вĕсем пурте ВАЗ-21099 автомашина çинче пулнă.
Октябрĕн 24–мĕшĕнче вара 11 сехет тĕлĕнче 21-ри çамрăкăн «Ауди А-4» машини Кушар Юнтапа çывăхĕнче çаврăнса ÿкнĕ. Хальхинче те водитель руле тытса чарайман. Çавна май хăй суранланнă – кăкăр шăммине хуçнă.
Унчченхи канмалли кунсенче вара Калининăри пĕр урамри çурт çывăхĕнчен ВАЗ-2107 автомашина йĕп пекех çухалнă. Такам ирхине 1–7 сехет хушшинче ют машинăна уçса кĕнĕ те вăрттăн ларса тарнă.
Октябрĕн 23-мĕшĕнче шалти ĕçсен Вăрнарти пайĕн «Шырав» ушкăнĕ каçхине ялсенче тĕрĕслевпе çÿренĕ. Кульцав салинче йĕрке хуралçисен куç тĕлне «Стелс» велосипедпа пыракан 17-ри çамрăк лекнĕ. Тĕрĕслев хыççăн ку велосипед унăн хăйĕн пулманни палăрнă. Ăна вăл унччен маларах Вăрнарти Ленин урамĕнчи пĕр çуртри пиллĕкмĕш хутри пусма тăваткалĕнчен вăрласа тухнă иккен.