03 ноября 2009 г.
«Хăй умĕнчен тĕллевне çухатман чи мĕшĕлти çын та тĕллевсĕр çĕтсе çÿрекенрен маттуртарах», – тенĕ Готхальд Лессинг. Тĕрĕс палăртнă вăл. Ăçта каймаллине пĕлмен этемĕн машинăпа пынин те усси çук. Тепри çулне пĕлет, тейĕпĕр. Çавăнпа çуран утсах лешĕнчен хăвăртрах çитет.
Эпир пурте çĕр çине пĕртен-пĕр тĕллевпе килетпĕр, хамăра аталантарма, тавралăха тĕпчеме. Чылайăшĕ вара çакна ăнкараймасăрах кĕтÿрен çĕтсе юлнă сурăх пек лăпăстатса çÿрет.
Çын ялан тем хыççăн хăвалать, мул пуçтарать. Выçă куçа çакă та çителĕксĕр пек. Кÿршинне, тусĕнне хапсăнать мĕскĕн. Йăлтах пур пек. Анчах çĕрме пуяна тата тем кирлĕ. Чунра пушă. Мĕнпе тултармалла ăна; Тутлă апат-çимĕçпе е çĕршер пин тăракан тумтирпе; Хĕвел çутинче куçа йăлăхтарса йăлтăр-ялтăр çиçекен ылтăн алка-сулă-вăчăрапа е тÿпене кармашакан керменсемпе; Пурте ăмсанмалла чаплă çăмăл машинăпа е вăрăм ураллă, сар çÿçлĕ пикесемпе; Çук çав... Кусем йăлтах ÿт-пÿ сăлтавĕсене тивĕçтерекен япаласем çеç. Чуна вара урăххи кирлĕ. Çак таранччен суйланă пĕр варианчĕ те пурнăç тĕллевĕ пулман иккен. Пĕчĕк ĕмĕтсем çеç. Пурнăçланă, маннă, малалла талпăннă.
Тĕллев – яланлăха. Ун патне мĕн ĕмĕр тăршшĕпе тĕллесе утатăн. Яланах çĕннине уçса шухăшна тарăнлататăн. Çапла майпа çÿлти таса картлашка çине хăпарса пыратăн куллен. Пурнăç тĕллевĕнчен пăрăнмасăр утасси – кăткăс пулăм. Арпашасси те пулать. Анчах йăнăш çулпа кайсан та тĕрĕссине тупма пĕлмелле.
Тĕллеве тупса палăртасси те çăмăл мар. Çынна ăнланса иличчен этем усăсăр пурăнать. Хăй çут тĕнчене мĕн тума килни, ăна çакăнта кам яни çинчен хăй ĕмĕрĕнче пĕрре те пулин кашниех шутласа пăхать ĕнтĕ. Ыйтусем çинче çеç чарăнса лармаççĕ чи маттуррисем. Малалла пĕр утăм туса хуравне тупаççĕ.
Паянхи вăхăтра çынсем вĕçĕмсĕр тем хыççăн чупса, чăнлăхра çук суя идеалсене хăваласа чи кирлине – пурнăç тĕллевне çухатаççĕ. Хăш самантра кĕсьерен тухса ÿксе çухалнине те сиссе юлаймаççĕ вĕсем. Ку енĕпе пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем, темиçе ĕмĕр каялла пурăннă пулин те, чылай аслăрах тата телейлĕрех. Кашни кунпа савăнма, çутçанталăкпа киленме, Турăпа калаçма пĕлнĕ несĕлĕмĕрсем. Техникăпа наука аталанса, анчах çын чунĕ чухăнланса, чĕри чулланса пырать мар-и халĕ;
Паллă чăваш историкĕн, философăн тата çыравçин, Г.И.Комиссаровăн «Смысль мировой истории» ĕçĕ хăй вăхăчĕшĕн кăна мар, паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ. В.С.Соловьев вырăс философĕн хайлавĕсем çине таянса çырнă ăна ентешĕмĕр. Акă мĕн палăртса хăварнă вăл: «Цель жизни может быть только в том, что достойно Бога, и что любить Бога. А Богу достаточно только совершенство, святость, и Он любит только то, что называется добром. Он хочет только этой полноты добра и совершенства, или безусловной святости. (...) Целью жизни является сам Бог, а смысл жизни заключается в осуществлении или увеличении добра, в усовершенствовании и приближении к этой цели».
Мĕн тери тарăн шухăшлă йĕркесем! Темĕн чухлĕ çĕннине пĕлетĕн, кирлине илетĕн: Ăса-чуна пуянлатаççĕ, шухăшсене тасатаççĕ Г.Комиссаров сăмахĕсем.
Çапла вара, çÿлерех асăннисене пĕтĕмлетсе çакна кăна калас килет – эпир пĕри те çĕр çине ахаль килмен. Турă шанса парнеленĕ пурнăçа усăсăр мар, тивĕçлĕ пурăнса ирттересчĕ. Авалхине ăса илсе, ăша хывса, ыранхишĕн çунатланса тăрасчĕ.