Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сектантсене ан ĕненĕр, тамăк серепине ан лекĕр!

03 ноября 2009 г.

Юлашки вăхăтра поселок-ял урамĕсенчи юпасем çинче пурнăç нушисенчен пулăшакан кĕлĕсем сĕнекен листовкăсем чылай курăнма пуçларĕç. Пасарсенче, çын йышлă çÿрекен вырăнсенче тĕн хаçат-журналĕ, брошюрисем тесе тĕрлĕ изданисем саракансем нумайланчĕç. Хăшĕ-пĕри çакă пĕтĕмпех православи чиркĕвĕн ĕçĕ тесе шутлать. Анчах хытă йăнăшать.

Сенкер экранпа ăнланмалла мар кĕлĕ пухăвĕсене курма тивнех ĕнтĕ: проповедник сцена çинчен калаçнине хирĕç зал «аминь!», «аллилуйя!» тесе хуравлать, хыççăн музыка яраççĕ, сцена çинче хĕрсем «Эй Çÿлти Аттемĕр!», «Иисус, эп сана юрататăп!» евĕрлĕ сăмахсем каласа ташлама тытăнаççĕ, вĕсем хыççăн пурте тапăртатма, аллисене çÿле çĕклесе сăмахĕсене палăртма çук сасса куçакан кĕлĕсем кăшкăрашма пуçлаççĕ. Ку – неопятидесятниксен «Движение Веры» (Faith Movement) юхăмĕ.

Çак секта, «Свидетели Иеговы» сектипе танлаштарсан, пĕрлехи центра çирĕп пăхăнса тăмасть. Ытларах чухне организацин пĕтĕм ĕçĕ пĕр «пастырь» – хăйсен «чиркĕвĕн» директорĕ – çинче йĕркеленет. Пĕр хуларах çак юхăмăн темиçе тĕрлĕ секти ĕçлеме пултарать. Вĕсем пурте тĕн вĕрентĕвĕн пĕрлĕхне пĕрлешеççĕ, пĕр-пĕрне укçан пулăшаççĕ, проповедниксемпе улшăнаççĕ, пурте пĕр вĕренÿ заведенийĕнче вĕренеççĕ. Çак юхăмăн анлă сарăлнă сектисем: «Живая вера», «Новая жизнь», «Живой родник», «Слово истины», «Церковь нового поколения», «Церковь живого Бога», «Дело Веры», «Роса», «Благодать», «Церковь Иисуса Христа» тата ыт.те. Вăрнарта акă сектантсем хăйсен листовкисене «Дело Веры» христиан чиркĕвĕн ячĕпе сараççĕ.

Хăйсен проповедĕнче вĕсем яланах пĕр историе – хăйсем е сектăн пĕр-пĕр членĕ çинчен – калама юратаççĕ. Вăл çакнашкал: çын нумайччен чăнлăх шыранă, ăна вăл православи тĕнĕнче тупасшăн пулнă, чиркĕве, мăнастирсем тăрăх нумай çÿренĕ. Вăрах тата нушаллă шырав хыççăн телее вăл шăпах кунта, хăйсен «чиркĕвĕнче», тупнă иккен.

Чăннипе çак çынсем Православи çинчен нимĕн те пĕлмеççĕ. Пĕр тĕслĕх кăна: Вăрнара хăйсен «чиркĕвне» йĕркелес шухăшпа килнĕ «пастор» акă Николай Чудотворец кам иккенне те пĕлмест(!), хăй Николай ятлă тата мăнастирсем тăрăх нумай çÿренĕ тесе ĕнентерет пулин те.

Çак çынсен проповечĕсем çынсен чунĕсене нимле асап та кÿмеççĕ пек: пурнăç нушине сирме пулăшаççĕ, вĕсем ыйтнипе кĕлĕсем вулаççĕ, алкоголизмран тата наркоманирен хăтăлма пулăшма, чирлисем патне пырса çÿреме шантараççĕ тата ыт. те. Пĕтĕмпех çапла, АНЧАХ...

Хăйсен ĕçĕнче вĕсем глоссолали (ниме пĕлтермен сăмахсемпе калаçни. Ытларах чухне ăс-тăн чирĕсемпе аптăракансен тĕл пулать) е «урăх чĕлхе кĕлли» техникине аталантараççĕ. Чăнлăхĕ çапла: хăш-пĕрисен, «суйласа илнисен», урăх чĕлхесемпе калаçма Çветтуй сывлăш панă пултарулăх пур. Хăйсене вĕсем Çимĕк кунĕнче (Пятидесятница) ытти халăхсен чĕлхипе калаçма пултарулăх илнĕ апостолсемпе тан лартаççĕ.

Анчах сектантсемшĕн «чĕлхесемпе калаçасси» хăйсене евĕрлĕ: пуçа вырнаçман истерикăллă мăкăртату тата ăнланмалла мар кăшкăрашу. Шамансем , шиваит манахĕсем, е тата язычество кульчĕн ытти представителĕсем шăпах çакнашкал хăтланаççĕ. Çак техникăн тĕп пĕлтерĕшĕ – усал вăйсемпе çыхăнасси. Нумайăшĕ çак занятисем хыççăн хăйне урнă пек, ухмаха ернĕ пек тыткалама пуçлать. Вăл хăйне-хăй хуçа пулма пăрахать, ăна шăнăр туртать, вăл нăйкăшма е урай тăрăх шума тытăнать, е пачах тăнсăр пулса выртать. Çакнашкал ÿкерчĕке сектантсен «кĕлĕ пухăвĕсенче» час-часах курма пулать.

Çветтуй аттесем Çветтуй сывлăш çын ирĕкне нихăçан та хĕсĕрлемест тесе вĕрентеççĕ, Вăл çын чунне канлĕх, тăнăçлăх, юрату кÿрет. Усал вăйсем вара пачах урăхла – çын чунне кĕрсе ларса ун ирĕкне путлантараççĕ, унпа кирлĕ пек усă кураççĕ. Кунта çак сектăн таса мар ĕçĕ çиеле тухать те: сăмахпа вĕсем Иисус Христос тĕнне сараççĕ пек, ĕçпе вара культ системине хирĕçлеççĕ. Вĕсем чăннипе тухатмăшсемпе, экстрасенссемпе, ытти магсемпе – чиркÿ вĕренĕвне хирĕçлекенсемпе – пĕр шайра тăраççĕ. Неопятидестяниксен юхăмĕн практики Çветтуй сывлăша хурлани шутланать. Çакă вара Евангели тăрăх ку ĕмĕрте те, пулассинче те каçарăнмасть (Мф. 12:31).

Сектантсем Чиркĕвĕн мĕнпур вăрттăнлăхĕпе йăлисене, тасалăха, Литургие вуçех хирĕçлеççĕ, Библие хăйсене кирлĕ пек ăнлантараççĕ. Турра вĕсем хăйсемпе тан тесе шутлаççĕ.

Вĕсем теократи çинчен калакан вĕренĕве сараççĕ. Сектантсен шухăшĕпе пасторăн влаçĕ çав тери пысăк, вăл прихожансемпе хăйне кирлĕ пек усă курма, вĕсен пурнăçне тĕрĕслесе тăма пултарать иккен. Секта членĕсенчен «десятина» тÿлемелле тесе укçа-тенкĕ виçесĕр сăптăраççĕ. Пуçĕсене минретнĕ май теприсем сектăна хăйсен юлашки тенкине кăларса тыттараççĕ, нумайăшĕ хваттерсĕр-çуртсăр тăрса юлаççĕ.

Секта членĕсенчен нумайăшĕ пусăрăнчăк кăмăллă, вĕсем хушшинче хăйсен пурнăçĕ çине алă хуракансем те нумай. Çакна пĕтĕм тĕнчери статистика та çирĕплетет.

Çак сектăна лекни обществăшăн хăрушă пулăм. Сектантсем çынсен ăс-тăнне минретсе илĕртÿллĕ калаçупа, çын нушине ăнланас тата пулăшас пек кăтартса, тĕрлĕ тĕслĕ брошюрăсем валеçсе çÿресе хăйсем майлă çавăрма тăрăшаççĕ. Вĕсем килĕрен-киле çÿреме те именсе тăмаççĕ.

Сектантсене ан ĕненĕр, вĕсемпе ан çыхланăр, калаçăва ан кĕрĕр. Вĕсем сĕнекен хаçат-брошюрăсене ан илĕр, кÿршĕ-пĕлĕшсене те асăрхаттарăр. Православи тĕнне хирĕçлекен секта серепине ан çакланăр. Унтан çăлăнса тухма çав тери йывăр пулĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика