03 ноября 2009 г.
Республикăн 2009 çулта Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçе вырнаçтарма пулăшмалли тĕллевлĕ программине юпа уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне 70,6: пурнăçланă.
Предприятири йывăр лару-тăрăва пула ĕçрен хăтарас хăрушлăх пур е çав сăлтавпах тулли мар ĕç эрни çине куçарма пултаракан ĕçченсене ĕçе вырнаçма пулăшмалли, çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕсене пĕтернисен стажировкипе, ĕçсĕррисем хăйсем тĕллĕн ĕçлессипе çыхăннă хушма мерăсем валли, ĕçе вырнаçма урăх вырăна куçакан граждансене ятран пулăшма çулталăклăх пăхнă 530,2 млн тенкĕрен 374 млн тенкĕ ытла тăкакланă. Çав вăхăтрах организацисемпе палăртнă укçан тулли калăпăшлĕх килĕшÿсем тунă.
Программа предприятисенчи ăста кадрсене упраса хăварма май панине шута илсе республика Правительстви программăна пурнăçлама уйăракан субсидисен виçине 138 млн ытла тенкĕлĕх пысăклатма сĕннĕ. Çавна май тÿрлетÿсем кĕртнине кура программа валли уйăракан укçан пĕтĕмĕшле виçи çулталăк вĕçлениччен 668 млн тенкĕрен иртĕ. Çав шутра 635 млн тенкĕ ытла – федераци бюджетĕнчен, 33 млн тенкĕ ытла – республика бюджетĕнчен.
Çакă программăн общество ĕçĕсемпе, вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнипе, вĕренÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухакансен стажировкипе çыхăннă çул-йĕрсемпе усă куракансен йышне 5841 çын чухлĕ ÿстерме май парать, çав шутра – ĕçсĕр пин çын предпринимательлĕх енĕпе тăрăшма пуçламалли хушма майсем.
Çакнашкал программа республикăра çитес 2010 çулта та ĕçлĕ. Ăна пурнăçлама кăçалхи чухлех укçа уйăрмашкăн палăртаççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров хушнипе Республикăн 2010 çулта Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçе вырнаçтарма пулăшмалли тĕллевлĕ программине хатĕрлеме тытăннă та ĕнтĕ.
Çитес çул халăха ĕçе вырнаçтармалли хушма пулăшу программа хутшăнакансен шутне инвалидсене те кĕртнипе анлăланĕ. Çак çул-йĕрсене палăртнă: ĕçрен хăтарас хăрушлăх пур çынсене малтанах професси енĕпе вĕрентесси; ĕçсĕр тата ĕç шыракан граждансем валли общество ĕçĕсем йĕркелесси; организацисем туллин ĕçлемен е чарăннă тапхăрта вĕсен ĕçченĕсене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарасси, вĕренÿ учрежденийĕсенчен вĕренекенсем опыт илччĕр тесе наставниксене укçа тÿлесе стажировка ирттересси; ĕçсĕр граждансен йышĕнчи инвалидсене ĕçе вырнаçтарма пулăшас тĕллевпе ĕç паракансен инвалидăн ĕç вырăнне кирлĕ пек йĕркелеме каякан тăкакĕсене 30 пин тенкĕ чухлĕ саплаштарасси; пĕчĕк предпринимательлĕхе тата ĕçсĕр граждансем хăйсем тĕллĕн ĕçлессине аталантарма пулăшасси.
Чăваш енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби республикăн 2010 çулта халăха ĕçе вырнаçтарма пулăшмалли тĕллевлĕ программине кĕртме ĕç паракансенчен 2009 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен заявкăсем йышăнать. Мĕнпур ыйтупа предприяти вырнаçнă вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсене пымалла.