Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿрĕ кăмăлпа тăрăшаççĕ

03 ноября 2009 г.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ кашни çулах кăтартуллă тимлет. Кăçал предприяти ял хуçалăх çулталăкĕнче ирттернĕ ĕçлĕ ăмăртура «усă куракан 100 гектар çĕр пуçне чи нумай аш-пăш, сĕт туса илнĕшĕн, выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстернĕшĕн», «продукци тирпейленĕшĕн» номинацисенче çĕнтернĕ. Ÿсĕм тума пулăшакансем – ĕçчен те тăрăшуллă çынсем. Акă кăçал районта «чи лайăх комбайнер», «сысна пăхакансенчен чи лайăххи», «тирпейлекен промышленноçра чи хастар тимлекен» ятсене тивĕçнисем – пурте аш-какай комбинатĕнчен. Паллах, предприятире тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансем йышлăн. Сăмахран, Вера Георгиевна Петрова Кăмашри сысна комплексĕнче пиллĕкмĕш çул тăрăшать. Коллективра – хисепре. Аслă ĕçтешĕсенчен çамрăксем те юлмаççĕ. Алексей Христофоров Шупашкарти 1-мĕш професси лицейĕнчен вĕренсе тухсан предприятин сысна комплексне ĕçлеме килнĕ. Халĕ ĕнтĕ инженер-электрикра пиллĕкмĕш çул вăй хурать. «Аш-какай комбинатĕнче ĕçлеме килĕшет, – терĕ Алексей. – Çултан çул паха опыт пухса хам ĕçре чăн-чăн ăста пуласшăн».

Яш каччă хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Унăн пултарулăхне, тăрăшулăхне Владимир Семенов инженер-механик те çирĕплетрĕ. «Алексей Христофоров пек çамрăксем тата ытларах пулччăр», – палăртрĕ вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика