28 октября 2009 г.
Спартакиада Кубокне виçĕ çул харăс çĕнсе илнĕрен, вăл йĕрке тăрăх яланлăх Вăрнар район администраци ĕçченĕсен аллине куçнă.
Ишсе, волейболла выляса тата дартс персе тупăшнă иртнĕ шăматкун патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсем. Ку тĕссем саккăрмĕш сезонри Спартакиадăна вĕçлекенсем пулнă.
Ĕç тумне спорт костюмĕпе улăштарнă ертÿçĕсемпе пай пуçлăхĕсене, специалистсене ку хутĕнче Куславккари тин уçăлнă «Атăл» физкультурăпа спорт комплексĕ кĕтсе илнĕ. Пирĕн район администрацийĕн команди унта хальхинче те хăй ушкăнĕнче чи лайăх результатсем кăтартма пултарнă, командăпа пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Ишевре акă вăрнарсене çитекен пулман. Çĕнтерÿ илсе килекенĕсем – Галина Павлова, Ирина Петрова, Сергей Политов, Юрий Бурмистров тата Алексей Владимиров.
«Чи вăйлисем» ята волейболра та алăран вĕçертмен район администрацийĕн команди. Ăна темиçе çул тивĕçлĕн çÿлте çĕклеççĕ вĕсем. Светлана Войтенко, Константин Сидоров, Владимир Прокопьев, Андрей Матвеев, Денис Трофимов, Дима Трофимов, Сергей Шуркин тĕп вăйăсенчи пекех финалра та ăсталăх, çивĕчлĕх кăтартнă, патăрьелсене 2:0 шутпа парăнтарнă.
Вăрнар район администрацийĕн ĕçченĕсене сăмахсăрах спорт стилĕн чи çывăх тусĕсем тесе çирĕплетме пулать. Кăçалхи, саккăрмĕш сезонри, Кубока çĕнсе илме вăрнарсене маларах иртнĕ ытти тĕссенчи çĕнтерÿсем те пулăшнă. Аса илтерме: футболра, сĕтел çи теннисра вĕсем иккĕмĕш, йĕлтĕрпе чупассипе виççĕмĕш, çăмăл атлетика эстафетинче пĕрремĕш пулнăччĕ. Саламлатпăр!