28 октября 2009 г.
Нумаях пулмасть табак туртасран тата никотинпа туслашасран асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен республикăри общество канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта табак продукцийĕн акцизне ÿстерни çынсене чĕлĕм туртма пăрахтармалли мелсенчен пĕри пулнине палăртнă. РФ сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви тĕпченĕ тăрăх, пирус тĕтĕмне пула вăй илсе аталаннă чир-чĕрпе (юн тымарĕпе рак чирĕсем) Раççейре çулсеренех 330–350 пин çын вăхăтсăр вилет. Тĕнче шайĕпе танлаштарсан, пирус-сигарет тĕтĕрекенсем пирĕн çĕршывра çав тери нумай. Çак сиенлĕ йăла этем пурнăçне 10–15 çул чакарать. Унсăр пуçне чĕлĕмпе туслашакан хĕрарăмсен, ачасен йышĕ те хăвăрт ÿсет. Тĕп сăлтавĕ – сигарет хакĕ йÿнĕ пулни.
Ытти патшалăхпа танлаштарсан, Раççейре табак акцизĕ пĕчĕкрех, çавна май вăл бюджета 0,5 процент çеç тупăш парать. Турцире вара – 10 процент.
Акциз виçисем пĕчĕккине кура Раççее табак чĕр таварне уççăн илсе килни, вырăнта сигарет хатĕрлени, вĕсене ют çĕре илсе кайма вăрттăн сутни тупăшлăрах. Урăх çĕршыври табакпа хатĕрленĕ пируса лайăх туяннăран тулашри суту-илÿ хирĕçлĕвĕн шайлашăвĕ ÿсни палăрать. 2003 çултан пуçласа 2008 çулччен унăн виçи 627 пуçласа 790 млн доллар таран, хирĕçле балансăн пĕтĕмĕшле виçи вара çак çулсенче СШАн 4 млрд долларне яхăн пысăкланнă. Ют çĕршыв экономикине Раççей çыннисем 100 млрд тенкĕ хывнине пĕлтерет çакă.
Тĕнчере пухнă опыт сигарет акцизĕсем ÿсни чĕлĕм туртассипе кĕрешмелли чи витĕмлĕ мел иккенне кăтартса парать. Пирус-сигарет хакне виçĕ çулта 10-15 хутчен пысăклатни миллион çын пурнăçне çăлма пулăшать, бюджета 100 млрд тенкĕ хушма тупăш парать.
Акцизсен виçи пĕчĕк пулнăран çамрăксем хушшинче табак туртасси ÿсет. Пĕр пачка сигарет шоколадран та йÿнĕрех. Тĕтĕм мăкăрлантаракансен йышне çулсеренех 130 пин çамрăк хушăнать. Унсăр пуçне çак ÿсĕмре 400 пин ытла ача пирвайхи хут аллине сигарет тытать.
Табак изделийĕсене хаклатни çакнашкал усă кÿрет:
– çынсем сахалрах туртма пуçлĕç;
– патшалăх бюджечĕн тупăшĕ ÿсĕ;
– пирус-сигарета ют çĕртен илсе килесси е хамăр çĕршывран ют патшалăха ăсатасси чакĕ.
Табак акцизĕсене ÿстерес ыйтăва Раççей Правительствипе РФ Патшалăх Думи татса параççĕ. Унсăр пуçне пирĕн çĕршывра чĕлĕмçĕсен интересĕсене хÿтĕлекен хăватлă вăй (Раççейре кăларакан табак изделийĕсен 90 ытла процентне тĕнчери табак хатĕрлекенсен компанийĕсем тĕрĕслесе тăраççĕ) пур.
Общество канашĕ Раççейре табак изделийĕсен налук виçине 70 процент таран ÿстерме, ЧР Патшалăх Канашне çак ыйтупа РФ Патшалăх Думине тухма сĕннĕ. Çавăн пекех çак сĕнĕве Раççей субъекчĕсенчи патшалăх влаçĕн саккун кăларакан органĕсем патне çитерме палăртнă.
Ĕç вырăнĕсенче, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, культура тата спорт организацийĕсенче, çавăн пекех общество заведенийĕсенче чĕлĕм туртма юраманнине асăрхаттарнă канашлура. Федерацин 2001 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнчи «Табак туртассине чарасси çинчен» 87-мĕш саккунĕ пĕтĕмĕшле ĕçлеменнине палăртнă. Çавна май унти хушу-сĕнÿ кирлĕ пек пурнăçланмасть.
Ĕç тăвакан власть органĕсем, ертÿçĕсем, должноçри çынсем, çак саккуншăн яваплăскерсем, ку темăна сайра-хутра, «çÿлтен» асăрхаттарсан çеç хускатаççĕ. Унсăр пуçне хăйсем те туртаççĕ.
2009 çулхи кĕркуннехи сесси вăхăтĕнче Патшалăх Думин саккун проекчĕн программине «Табак туртассине чарасси çинчен» федераци саккунне улшăнусем кĕртни çинчен» проект тăратнă. Унта пирус-сигарет туртма юраман вырăнсене анлăлатнă, яваплăх виçине ÿстернĕ.
Табак туртасран, никотинпа туслашасран асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен республикăри общество канашĕ çак шухăша ырласа йышăнать. Вăл Чăваш ен министерствисене, районсемпе хуласен администрацийĕсене ведомствăна пăхăнакан учрежденисенче, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, культура тата спорт çурчĕсенче ĕç вăхăтĕнче пирус туртма юраманни çинчен хушу кăларма сĕннĕ. Вăл мĕнле пурнăçланнине тĕрĕслесе тăма ыйтнă.