Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ентеш – «Поле чудесра»

24 октября 2009 г.

– Эпĕ каллех тăван çĕр çинче – Чăваш енре!– хаваслăн пырса кĕчĕ Севастопольте пурăнакан Юлия Ефимцева редакцие. – Телей вĕçсĕр-хĕрсĕр. Анне ялĕнче, Кÿстÿмĕрте, чăн чăваш мунчи кĕрсе çĕнĕ вăй-хал илнĕ хыççăн каллех тĕнче тăрăх вĕçме хатĕр. Ыранах Шупашкара театрсене, музейсене, паллă вырăнсене тухса вĕçтеретĕп...

Юлия Ивановнара çавăн чухлĕ энерги пулнинчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Те ачасемпе ĕçленĕрен, унра яланах çамрăклăх чĕррĕн тапса тăрать. Ырă хыпарпа та савăнтарчĕ – тăван тăрăха вăл тÿрех 1-мĕш каналран, «Поле чудес» передачăран килсе çитнĕ.

Юлия Ефимцева çăвĕпех Крымра ачасемпе кану лагерĕсенче ĕçленĕ. «Поле чудеса» çакăнтан кроссвордсем, ÿкерчĕксем, сăвăсемпе юрăсем ăсаннă та. Передачăна хутшăнма чĕнĕвĕ те нумай кĕттермен.

Ентеш Мускава та ачасемпе килнĕ, вĕсене Кремль, Арбат, нумай паллă вырăнсем тăрăх экскурси кăтартса çÿренĕ. Передачăра вара куракансене Леонид Якубовичпа пĕрле «Яблочко» ташласа тĕлĕнтернĕ.

Пирĕн ентеш Ю.Ефимцева «Поле чудеса» хутшăнакан передача сенкер экрансем çине ноябрĕн 6-мĕшĕнче тухать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика