24 октября 2009 г.
Паянхи сăмах хамăр районта хăй вăхăтĕнче кăтартуллă, ÿсĕмлĕ ĕçленĕ «Сельхозтехника» пĕрлешÿ çинчен пулĕ. Манăн çамрăк чухне кунта практикăра пулма тиврĕ. Организацире пысăк йышлă коллектив тимлетчĕ. Комбайнсем, машина-тракторсем юсакан цехсенче ирĕн-каçăн ĕç шавĕ илтĕнсе тăнă. Çак предприятире вăй хуракансем районти колхоз-совхозсене уй-хир ĕçĕсем валли юсавлă ял хуçалăх техникине тăратнă.
Пĕр вăхăтра, пăтрануллă саманара, предприяти-организацисенче тăрăшакансене йывăр килчĕ, ĕç укçи вырăнне тĕрлĕ апат-çимĕç, çăнăх-кĕрпе паркалатчĕç. Çав йывăр çулсенче районти «Сельхозтехника» тилхепине сăпайлă çамрăк Г.С.Степанов тытса пыратчĕ. Вăл тăрăшнипе çăнăх авăртмалли армана та хута ячĕç. Пĕрремĕш, иккĕмĕш сортлă çăнăх тата выльăхсем валли хывăх та хатĕрлетчĕç. Йывăрлăхĕсем ĕлĕкех чылай пулнă пуль-ха. Йăх-несĕлсен халалне асра тытса коллектив ĕçре тăрăшуллă, хастар тата туслă пулнă. Пуçа усса ларман. Районти мероприятисене хастар хутшăннă. Çемье архивĕнчи фотоальбомра манăн 1982 çулхи Акатуйра ÿкерттернĕ пĕр сăнÿкерчĕке тупма тÿр килчĕ. Кунти йышран хăшĕсем çут тĕнчерен уйрăлса ĕмĕрлĕхе куç хупнă. Вĕсене эпир яланах асра тытăпăр. Тепĕр ĕçченсем халĕ ертÿçĕре тăрăшаççĕ. Вĕсем: Л.Г.Николаев, В.Я.Львов... Çулсем иртсессĕн те коллективри çынсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени манăçа тухмасть. Пĕр юрăри çак сăмахсем аса килеççĕ:
«Иртрĕç вăхăтсем, ырă вăхăтсем.
Ма килмеççĕ-ши таврăнса вĕсем...»
Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕ ячĕпе «Сельхозтехникăра» вăй хунисене саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп.