Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнарта – «Çĕнтерÿ ахрăмĕ»

24 октября 2009 г.

Театр яланах халăх пурнăçне çутатнипе, унăн çитменлĕхĕсене вирлĕн питленипе уйрăлса тăнă. Историлле самантсене ĕненмелле кăтартни те – артистсен тивĕçĕ.

Иртнĕ шăматкун акă районта республикăри «Çĕнтерÿ ахрăмĕ» фестивале уçнă кун çакна тепĕр хут ĕненме май килчĕ. Унта хутшăнса Вăрнар тата Йĕпреç районĕсен пултарулăх ушкăнĕсем Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă мероприятие пĕтĕм пултарулăхĕпе вăй-халне хыврĕç.

Чăрăшкас-хирлепсем сцена çине «Çĕпĕр дивизийĕ» (ертÿçи – Ольга Ефремова) тухрĕç. Çăкаллă-явăшсем Альбина Петрова ертсе пынипе «Яла таврăнсан» спектакле кăтартрĕç. Мăн-явăшсен А.Кăлкан çырнă «Çĕнни çĕнтерет» драма сыпăкне (ертÿçи – Нина Андреева) те куракансем хумханса йышăнчĕç.

Районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн (режиссерĕ – Галина Иванова) Людмила Сачкован пьеси тăрăх лартнă «Эсĕ кайрăн та...» спектаклĕ вара залра ларакансене чăнахах тыткăнларĕ. Чечня вăрçин ахрăмне çутатакан çак пьеса залра ларакансен куçĕсене шывлантарчĕ. Артистсен çÿллĕ шайри вылявĕ, сăнарсене ĕненмелле калăплани те витĕм кÿчĕ ахăртнех.

Калас пулать, Галина Васильевна районти театр аталанăвне çĕнĕ варкăш илсе килчĕ. Юлашки çулсенче районти культура çурчĕ çумĕнчи театр ушкăнĕ поселокра, ялсенче пурăнакансене чылай спектакльпе савăнтарчĕ. Кăçалах акă вăл куракансем умне икĕ спектакль кăларчĕ.

Паянхи кун çынсене сенкер экран умĕнчен туртса кăларма йывăртарах. Анчах театра кăмăллакансем те пĕтмен-ха. Акă артистсем культура çуртне аякри ялсенчен те килсе çÿреççĕ: Çăкаллă Явăшри Алексей Романов, Çăлкас Кăкшăмри Владимир Димитриев.

В.Димитриев акă чăн-чăн артистах тейĕн. Сăнарсене аван калăпланăранах ăна тĕп рольсене шанаççĕ ĕнтĕ. «Эсĕ кайрăн та...» спектакльте вăл Пурис салтака сăнларĕ. Шупашкартан килнĕ жюри – Неля Смородинова, Анна Кутузова, Иван Иванов, Владимир Григорьев артистсем тата халăх пултарулăх çурчĕн ĕçченĕ Николай Зимин – ун вылявне пысăк хак пачĕ.

«Çĕнтерÿ ахрăмĕ» фестивальте Йĕпреç культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн Владимир Зуев драмипе лартнă «Аннесем» спектакле уйрăмах ырларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика