Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шухăшлавĕсем – вĕçĕсĕр

24 октября 2009 г.

– Ачасенче фантази çав тери анлă аталаннăшăн чĕререн савăнатăп. Мĕнле кăна çĕнĕ шухăшпа тĕлĕнтермеççĕ пулĕ вĕсем! – хавхаланăвне пытараймасть Калининăри вăтам шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова шкулта иртнĕ черетлĕ мероприяти хыççăн.

Шкул пурнăçĕ ку эрнере чăнах та вĕресе кăна тăнă. Вăл хăйтĕллĕнлĕх кунĕнчен пуçланнă. Çак кун педагогсен коллективĕн Элĕке семинара тухса кайма тивнĕ, вĕсене вара пĕтĕмпех ачасем улăштарнă. Директор пулма Александр Позинова, ун çумне Надя Капитонована шаннă. Учитель-дублерсем те – чи хастаррисен йышĕнчен.

Вырăссен аслă педагогĕ А.Макаренко «ачасене шанни – воспитани ĕçĕнчи чи пысăк ÿсĕм», тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Татьяна Павловна та хăйтĕллĕнлĕх кунĕ вĕренекене яваплăха – хăйшĕн кăна мар, ыттисемшĕн те – хăнăхтарнине çирĕплетет. Ирĕк пулнă пулин те, шкулта çак кун яланхиллех йĕркелĕх хуçаланнă. Дублерсене – вĕрентекенсен йышне – маларах хатĕрлени харама кайман. Уроксене, вĕсенчи асăрхаттарусене, лайăх тата япăх енсене малтан ачасем хăйсем, хыççăн учительсем тишкернĕ. Иккĕмĕшсем кăмăллă юлни – пысăк хак. Эппин, ачасенчен вĕрентекен пулма та пултарать. Анчах та çак кун учитель вырăнĕнче пулнисенчен пурте тенĕ пекех пуласлăхне çак профессипе çыхăнтарасшăн мар иккен.

2010-мĕшĕнчи Учитель çулталăкне халалланă мероприяти пекех КВН вăййи те, вăл 9- тата 11-мĕш классем хушшинче иртнĕ, ачасен анлă тавракурăмĕпе тыткăнланă.

Черетлĕ меропритяие калининăсем ял хуçалăх уявне халалланă. Пахча çимĕç кунĕ пултарулăх уçлăхĕ пулса тăнă. 1–8-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем сĕтеле витаминсемпе, микроэлементсемпе пуянлатакан çимĕçсем çинчен сăвăлласа, юрласа, юмахласа панă. 6-мĕш «б» класра вĕренекенсен (класс ертÿçи Н.И.Кузьмина) пĕтĕм сăмахĕ чăвашла янăранă. Чи лайăх выступлени – 7-мĕш «к» класăн (З.И.Еремеева). Пултаруллисенчен чи пултарулли – 5-мĕш класс (Г.В.Ласкина).

Вĕçĕмкун вара ачасемшĕн тата паллăрах кун пулнă – Чăваш телевиденийĕ кунта ятарлă сюжет ÿкернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика