Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăй тивĕçне тĕллевлĕ пурнăçлать

24 октября 2009 г.

Кĕрсенех хăтлăх, лăпкăлăх, ырă шухăшсен тĕнчине лекетĕн. Пĕтĕм зал чечек ытамне путнă. Кĕнеке, çĕнĕ хаçат-журнал шăрши (вăл мĕн ачаран ăшра юлнă) вулав тĕнчине илĕртет.

Библиотека методисчĕ Любовь Филипповна Иванова кашни вулакана кăмăллăн кĕтсе илет. 46-мĕш çул чунне парса тимлет ĕнтĕ вăл кунта. Библиотекăн ĕмĕрне тăсассинче ун тÿпи те пĕчĕк мар.

– Тăван библиотека 60 çулхи юбилейне паллă тунинче паян пирĕн «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалне тав тумалла. 90-мĕш çулсенче çĕршыв экономикин пăтăрмахлă тапхăрĕнче нумай предприятин библиотекисем хупăнчĕç, кĕнеке фончĕсене салатса пĕтерчĕç. Пирĕн завод ертÿçисен кун пирки пĕр калаçу та пулмарĕ, – терĕ вăл акă завод йĕркеленнĕ кун, октябрĕн 20-мĕшĕнче, юбилей ячĕпе çавра сĕтел тавра пуçтарăннă кĕнеке тусĕсене.

Паллах, малтанхипе танлаштарсан çĕнĕ кĕнекесем килсе тăрасси чакнă, анчах та библиотека хăйĕн тÿрĕ тивĕçне – кĕнеке çÿлĕкĕсем патне ирĕклĕ çул тата вулав тÿлевсĕр пулнине – халĕ те чыслăн пурнăçлать. Паянхи куна кунта 230 вулавçă шутланать, çулталăк пуçланнăранпа вĕсем ултă пин ытла кĕнеке вуланă.

Библиотека юбилейĕн тĕп хăнисен йышĕнче Светлана Никифоровна Ахтимирова та пулчĕ. Вăл кунта ĕçленĕ çулсем заводăн художество пултарулăх, культурăпа массăллă ĕçĕн чечекленĕвĕн тапхăрĕпе пĕр килеççĕ. Чи сумлă тÿпи – паллах, Светлана Никифоровнан. Çак ĕçсене мĕн чухлĕ вăй-хăватпа пултарулăх хывман пулĕ вăл;

Библиотекăна вăл ытарлăн паян та хăйĕн тет. Ахальтен мар, ун аталанăвне, чи кирли – завод ĕçченĕсен, поселокри çынсен тавракурăмне анлăлатакан ĕçе вăл хăйĕн 30 ытла çулне панă. Студент-заочниксем вăл пулăшнипе чи сайра кĕнекесене те тупса вулама пултарнă.

Людмила Заметалова шкул пĕтерсен кунта ĕçлеме пуçлани, унăн пĕтĕм пурнăçне улăштарнине пĕлтерчĕ. Экономист пулма хатĕрленнĕскер, ĕмĕрне библиотекăпа çыхăнтарнă, нумай çул чăваш наци библиотекинче тăрăшнă, халĕ Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнать.

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн социаллă тивĕçтерÿсен пайĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров библиотека аталанăвĕпе пĕрлех заводри улшăнусем çинче те чарăнса тăчĕ. Паян Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ – ÿсен-тăрансене хÿтĕлекен япаласем кăларакан Раççейри пĕртен-пĕр специализациленĕ предприяти. Китайра, Белорусинче концерлă предприятисем пур. Çакнашкал филиалсене «Август» фирма кĕçех Латинла Америка çĕршывĕсенче те хута ярĕ.

«Август» фирма заводшăн пуç пулса тăнă пулин те кунти йăласене, çулсем хушши пухăннă опыта пăрахăçламаннине ырламалла. Çак шута библиотекăна сыхласа хăварнине те кĕртмелле.

Евгений Анатольевич библиотека ĕçне чуна хывакансене чĕререн тав турĕ. Сумлă миссие те пурнăçларĕ вăл. Чăваш культура институчĕн проректорĕ, пирĕн ентеш Андрей Федоров алă пуснă Тав хутне Л.Иванована парнелерĕ. Завод директорĕнчен Владимир Свешниковран филиал ĕçченĕсене информаципе тивĕçтерес пысăк ĕçшĕн тата предприятин корпоративлă культурине тытса пынăшăн библиотекăна тата Любовь Иванова методиста Хисеп грамотисем тивĕçрĕç.

Библиотека ĕçченĕсем, хутăш препаратсен завочĕн ветеранĕсем, вулакансем çавра сĕтел хушшинче библиотекăн паянхи пурнăçĕ тата малашнехи аталанăвĕ çинчен калаçрĕç, историлле документсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе кăмăллăн паллашрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика