24 октября 2009 г.
Районти аграрисем ял хуçалăх çулталăкне вĕçлерĕç ĕнтĕ. Уй-хир пушанни хресчен хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине кăтартать. Усă курнă техникăна машинăпа трактор паркĕсене куçарса лартасси – механизаторсен тивĕçĕ. Вĕсен ĕçне хаклама комисси членĕсем ял хуçалăх предприятийĕсене тăтăшах тухса çÿреççĕ.
«Победа» кооперативăн мехпаркне кĕнĕ-кĕмен кунта тирпей-илем хуçаланни аванах палăрать. Хăш-пĕр хуçалăхсенчи пек çумкурăк ашкăрмасть. Йăлтах çулса тасатнă. Иртен-çÿрен газонсем мар-и тесе те пăхĕ. Тимĕр-тăмăр, хăйсен вăхăтне тахçанах ĕçлесе татнă техника валли ятарласа вырăнсем уйăрнă. Культиваторсене , сеялкăсене, ытти агрегатсене пĕр рете вырнаçтарса лартнă. Комбайнсем, çĕнĕ техника – ангарта. Ял хуçалăх машинисен ĕмĕрне вăрăмлатассишĕн тăрăшни яр уççăнах курăнать. « Техникăна куç пек упрамалла. Унсăр пĕр ĕç те пурнăçланаймасть», – терĕ коперативăн тĕп инженерĕ Петр Егорович Краснов. Хуçалăхра 1987 çултанпа вăй хурать, тĕп инженерта – тăххăрмĕш çул. Вăл Александр Давыдов, Олег Федотов, Вениамин Давыдов, Андрей Харитонов, Геннадий Харитонов, Виталий Спиридонов механизаторсем уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн техникăна типтерлĕ,ГОСТ ыйтнă пек хĕл каçма вырнаçтарса лартнине каларĕ. Кусем пуш сăмахсем мар. Комисси членĕсем тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн хирпуçсем тăрăшулăхне пысăк хак пачĕç.
Уй-хир культурисене пухса кĕртнĕ, кĕрхи çĕртме тунă пулсан та мехпаркра ĕç шавĕ татăлмасть-ха. Хурçă утсен хуçисен канма вăхăт çук: юсав ĕçĕсене пурнăçламалла. «Шанса панă техникăшăн яваплăха туятăп», – палăртрĕ Виталий Спиридонов шофер ĕçленĕ май.
Тăван «Победа» хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе тивĕçлĕ канăва тухнисем те кăсăкланса тăраççĕ. Валентина Петровна Архипова, 40 çула яхăн фермăра, уй-хирте вăй хунăскер, кооператив сулмаклă утăмсемпе аталанса пынишĕн чун-чĕререн хĕпĕртет. «Пирĕн хыççăнхи ăру ĕçчен те тăрăшуллă, пултаруллă. Машина-трактор паркĕнче йĕрке пур-тăк çитес çул та ака-суха ĕçĕсем ăнăçлă иртĕç», – терĕ Валентина Петровна.
Этемĕн чи хаклă енĕ – ĕçченлĕх. Шăпах сатур тимлекен çынсем çинче тытăнса тăрать ĕнтĕ тĕнче. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тĕп мехпаркĕнче те акă техникăна хĕл каçма лайăх вырнаçтарса лартнă. «Тепĕр çулччен канччăр-ха», – шÿтлесе илчĕ Олег Краснов комбайнер. Тĕп инженер-механик Александр Иванович Кожанов каланă тăрăх, тепĕр çул кунти машинăпа трактор паркне çĕнетесшĕн – «Полесье» комбайн туянасшăн. Предприятире мĕнпурĕ 56 техника. Сысна комплексĕнче та мехпарк пур. Комисси членĕсем комбинатăн кунти хушма хуçалăхĕнчи механизаторĕсем уй-хирте усă курнă ял хуçалăх машинисене епле вырнаçтарса лартнине те килсе тĕрĕслерĕç. Предприятире вăй хуракансем техника ял хуçалăхĕн «чĕри» пулнине витĕр кураççĕ. Владимир Семенов инженер-механик ĕçре яваплă. Çавăнпа та механизаторсем хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Патшалăх техника асăрхавĕн районти аслă инженер-инспекторĕ Иван Тимофеев Вячеслав Михайлов, Юрий Самолетов, Евгений Андреев, Валерий Николаев пирки ырă сăмахсем анчах каларĕ.
Карл Маркс ячĕллĕ, «Знамя» хуçалăхсенче те техникăна лайăх упрассишĕн тăрăшаççĕ. МТС «Яуши», «Родник», «Правда», «Броневик», «Юнтапа» кооперативсенче вара ял хуçалăх машинисене мехпарксене вырнаçтарассипе хытах тимлемелле-ха.