Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ал ăсти

21 октября 2009 г.

Ал ĕçĕсем кирек кама та тыткăна илеççĕ. Илĕртÿллĕ илем тесе калас килет вĕсем пирки. Ал ĕçĕсем çыннăн пуян ăс-хакăлне, иксĕлми пултарулăхне кăтартаççĕ.

Николай Михайлович Михайлов ăстаçăпа Вăрнарти рынокра паллашнăччĕ. Вăл кашни кĕçнерникун кунта лăпă, карçинкка сутать. Унăн ал ĕçĕсене туянма кĕсье хулăн пулни кирлĕ мар. Николай Михайловичпа калаçнă хушăра акă арçынпа хĕрарăм, мăшăрсем пулас, пĕрер карçинккапа лăпă туянчĕç. Ăстаçа пахалăхлă япаласемшĕн мухтаса хăварма ÿркенмерĕç.

Ал ĕçĕсене ахаль куçпа сăнасассăн та вĕсене чăн-чăн ăста туни лайăхах палăрать. Николай Михайлов каланă тăрăх, вăл сăпка та хатĕрлет. Ашшĕ-амăшĕ ыйтнине хăвăртах пурнăçлама тăрăшать. Хăва хулли касма мăнукне Вовăна пĕрле илсе çÿрет. «Çамрăк ăру мăн асаттесен ĕç-хĕлне тивĕçлипе хаклама вĕрентĕр тетĕп», – терĕ Николай Михайлович. Ĕç ветеранĕшĕн хăваран кил-терĕшре кирлĕ япаласем тăвасси – чун киленĕçĕ. Тата тăрăшни харама каймасть, пус çумне пус хушăнни пурлăха ÿстерет.

Николай Михайлов çитмĕле çывхарать пулин те хăйĕн çулĕнчен чылай çамрăк курăнать. Кунĕн-çĕрĕн тăрăшаканăн, ал-ури çивĕчскерĕн, ватăлма вăхăт пур-им;

Николай Михайлович Рункă ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ăна хăваран карçинкка-лăпă авса çыхма амăшĕ Анна Филипповна вĕрентнĕ. «Тулăх пурăнас тесен кăмака çинче ларма юрамасть тесе ăс паратчĕ яланах анне», – кăмăллăн калаçать ăстаçă. Ашшĕне ас тумасть. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн пуçне хунă. Амăшне тăватă ывăлне пурнăç çулĕ çине тăратма çăмăл пулман. Хирпуçĕнчи шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăнах Николай чукун çул çине ĕçлеме каять. Виçĕ çултан салтак аттине тăхăнма вăхăт çитет. Кронштадтра çар службинче тăнă хыççăн тăван ене таврăнать. Вырăнти чукун çул çинче тимлеме пуçлать. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 40 çул. Мăшăрĕпе Лидия Германовнăпа икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Кукамăшĕпе кукашшĕшĕн икĕ мăнукĕ – куç тулли савăнăç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика