21 октября 2009 г.
Кăçалхи тăхăр уйăхра халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра ĕç шыраса 1848 çын пынă.
Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 740 çын ĕçсĕр шутланать, вĕсене социаллă тÿлевсемпе тивĕçтернĕ.
Социаллă пăлханăва чакарас тата халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшас тĕллевпе çак тапхăрта вакансисен виçĕ ярмăрккине (вĕсене 242 çын хутшăннă) ирттернĕ, ĕçсĕррисене вĕренме янă.
Районти вунă организаци-предприятире рабочи профессийĕсем тата служащи вакансийĕсем (пĕтĕмпе 104) пурри çинчен пĕлтернĕ.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çулталăк пуçланнăранпа 1423 çынна ĕçе вырнаçма пулăшнă. Обществăлла ĕçсене 724 çынна янă, 56-ăн професси вĕренĕвĕ витĕр тухнă.