Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сирĕн ача наркоман мар-и

21 октября 2009 г.

Наркоконтроль енĕпе ĕçлекен федераллă служба ертÿçи Виктор Иванов пĕлтернĕ тăрăх, çĕршыври шкулсенче ачасене тестировани мелĕпе наркотиксенчен тĕрĕслĕç. Пĕтĕм процедурăсем диспансеризаци йĕркипе иртĕç.

«Эпир, ашшĕ-амăшĕсем, ача сывă е чирлĕ, мĕнпе чирлине пĕлме тивĕç, – тенĕ Виктор Иванов журналистсене. – Калаçу диспансеризаци пирки пырать. Калăпăр, сирĕн ача медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухать. Унăнне юн, шăк анализĕсене илеççĕ, юн пусăмĕн виçине тĕрĕслеççĕ, çÿллĕшне, йывăрăшне виçеççĕ тата ытти те. Юн тата шăк анализĕсене палăртакан параметрсен спектрĕ анлă – 20 ытла. Вăл шутра наркотиксене палăртакан метаболизм та пулĕ. Çавă анчах».

Ачан юнĕнче гашиш е героин паллисене шырассине ыйтса тăмĕç. Наркоконтроль пуçлăхĕ журналистсене ăнлантарнă тăрăх: «Биллирубин, эритроцит тата ытти анализ памаллине сирĕнтен ыйтса тăмаççĕ-çке. Анализсене çырса параççĕ кăна. Çакă сирĕншĕн çирĕплетнĕ йĕрке пекех. Лейкоцитсен, эритроцитсен шайне тĕрĕслеме анализ илнĕшĕн эпир кăмăлсăрланмастпăр-çке. Анализсене илнĕ, илеççĕ те, вĕсем çумне метаболизм шайне палăртаканни кăна хушăнĕ».

Унăн сăмахĕпе, шкул ачисене наркотиксем çине тĕрĕслени тухтăр вăрттăнлăхĕнче юлмалла, ун çинчен ача хăй е унăн ашшĕ-амăшĕ кăна пĕлме тивĕç.

Анчах ашшĕ-амăшĕн хирĕç пулма та ирĕк пур – яваплăха хăй çине илсен. Правăна сыхлакансем те ФСКН-н ачасене тестировани мелĕпе наркотиксем çине тĕрĕслес пуçарăвне хирĕç мар. Анчах ăна ашшĕ-амăшĕ ирĕк панипе кăна ирттермелле тесе «Интерфакса» маларах пĕлтернĕччĕ Раççейри йĕрке хуралĕн никама пăхăнман организаци ертÿçи Л.Алексеева.

Наркоконтроль çавăн пекех наркотиксем саракан клубсен лицензине туртса илме сĕнет. «Европăра наркотиксем саракан клубсен лицензисене туртса илеççĕ. Пирĕн ун пек майсем çук, пурнăçа кĕртмелле», – тенĕ Виктор Иванов. Вăл чылай синтетикăллă наркотиксене сарасси шăпах клубсенче пулнине аса илтернĕ. Нумай чухне пĕле тăркачах кану заведенийĕсен администрацийĕсемпе сотрудникĕсем çакăн çине куç хупаççĕ кăна. Клиентсене урă пуçпа заведенире ларма тунсăх пулас, клиентсем çук – укçа та çук.

Виктор Иванов сăмахĕсемпе, ФСКН хальлĕхе клуб администраторĕсене, енчен те вĕсем наркотиксем сарассине тÿреммĕн хутшăнмаççĕ пулсан, уголовлă явап тыттарма пултараймасть. Наркотиксемпе сутă тăвакансемпе пĕр пайра пулсан, вĕсем, паллах, статьяна лекеççĕ. ФСКН официаллă даннăйсем тăрăх, пирĕн çĕршывра паян 2,5 миллиона яхăн наркоман. Çулсерен наркотиксем 30 пин Раççей çыннин пурнăçне вăхăтсăр татаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика