Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕсене халалласа

21 октября 2009 г.

Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ (районта ăна çак эрнекун ирттереççĕ) умĕн спорт уявĕ ирттересси Хурăнсур Çармăсра тахçантанпах ырă йăлара. Кăçал ăна Çĕр ĕçченĕн тата Çамрăксен çулталăкĕсене халалланă.

Çĕрпел ял посленийĕн Пухăвĕн депутачĕ, Хурăнсур Çармăсри культура çурчĕн директорĕ Михаил Кузьмин, вăлах спартакиадăна йĕркелесе ирттерекенĕ, пухăннисене спорт стильне тытса пынăшăн тав тунă, шăпах ялсенче хывăнакан сывă пурнăç йĕрки массăллă спорта аталантарассинче, сывă наци çитĕнтерессинче пысăк вырăн йышăннине палăртнă.

Ку хутĕнче хурăнсур-çармăссем тăватă тĕсре ăмăртнă. Республикăри паллă велосипедистсен çитĕнĕвĕсемпе хавхаланса акă вĕсем икĕ ÿсĕмре велочупу йĕркеленĕ. Вуникĕ çула çитичченхисем 400 метрта тупăшнă. Кунта чи хăвăрттисем Миша Никитин, Владимир Кузьмин тата Николай Корнилов пулса тăнă.

Аслисенчен пĕр километрлă дистанцие Василий Степанов, Андрей Фомин тата Александр Иванов пуринчен малтан вĕçленĕ.

Михаил Никитин, Алина Воробьева тата Николай Корнилов кросра палăрнă, вунă ытла ачаран чи хăвăрттисем пулнă.

Михĕ тăхăнса чупассипе Александр Иванов, Василий Степанов, Егор Игнатьев палăрнă. Каччăсем виççĕшĕ те Вăрнарти 29-мĕш училищĕре пĕлÿ пухаççĕ.

Футбол вăййи вара уйрăмах пурне те тыткăнланă. Тĕп вăйăра матч никам çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ. Пенальтире шкул ачисем вăйлăрах пулнă, вĕсем аслисене 3:2 шутпа çĕнтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика