Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Администраци команди – финалта

21 октября 2009 г.

Патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем хушшинчи спартакиада йĕркипе шăматкун Элĕкре волейбол енĕпе çурма финалти вăйăсем иртнĕ. Район администрацийĕн команди – администраци ĕçĕсене ертсе пыракан Светлана Войтенко, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн пуçлăхĕ Константин Сидоров тата ку пай ĕçченĕ Дима Трофимов, социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Владимир Прокопьев, çамрăксемпе ĕçлекен специалист Денис Трофимов тата тĕп специалист Андрей Матвеев – унта Муркаш район администрацийĕн командипе тĕл пулнă, ăна 3:0 шутпа çĕнтернĕ.

Администраци ĕçченĕсемшĕн çитес канмалли кунсем те хĕрÿ тупăшура иртĕç. Куславкка хулинче волейболистсем финалта мала тухассишĕн ăмăртĕç. Çавăн пекех дартсра тата ишессипе вăй виçĕç.

Шăматкун Вăрнарти физкультурăпа спорт комплексĕ те волейболистсене йышăннă – ку тĕспе Чăваш Республикин чемпионачĕн зонăри вăййисем иртнĕ.

Шел, турнира Элĕк тата Йĕпреç районĕсен командисем килсе çитеймен. Çавăнпа та вăрнарсем хĕрлĕ-чутайсемпе кăна тупăшнă. Владимир Иванов, Вадим Кириллов, Дмитрий Паймулкин, Алексей Лавров, Александр Михайлов, Дима Трофимов, Владислав Кириллов, Игорь Шашков тата Константин Сидоров – район чысне хальхинче те паллă та ăста каччăсем хÿтĕленĕ. 3:0 – вăрнарсем вăйлăрах пулнă!

Зонăри ăмăртусен çĕнтерÿçисен ноябрьте иккĕмĕш турта тĕл пулĕç. Вăрнарăн пĕрлештернĕ команди те унта куллен хатĕрленет. Ку шăматкун вара Чăваш ен чемпионачĕн йĕркипе хĕрарăмсен зонăри ăмăртăвĕ Йĕпреçре иртет.

Çак кунах шкул ачисен спартакиади йĕркипе арçын ачасем баскетболла выляса ăмăртнă. Ку тĕсре чи хастаррисем Кульцаври вăтам шкулта вĕренекенсем пулнă. Вăрнарти 2-мĕшпе 1-мĕш шкулсем – кĕмĕл тата бронза призерсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика