21 октября 2009 г.
Район аграрийĕсем ял хуçалăх çулталăкне япăх мар кăтартусемпе вĕçленĕ. Малтанхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене вăтамран кашни гектар пуçне 25,8 центнер, çĕр улмие 198 центнер пухса илнĕ.
Кăçал тыр-пул тухăçĕ «Мураты» (42 центнер), «Санары» (39,5), «Победа» (35,3), «Янгорчино» (33,1), Карл Маркс ячĕллĕ (32,3 центнер) ял хуçалăх организацийĕсенче пысăк. Çĕр улми уйрăмах «Знамя» кооперативра ăнса çитĕннĕ. Хуçалăх ертÿçи Вячеслав Васильев каланă тăрăх, «иккĕмĕш çăкăр» кашни гектартан вăтамран 315 центнер тухнă. Агротехникăна пăхăнса ĕçленĕрен ытти хуçалăхсенче те ĕç кăтартăвĕсем курăмлă: «иккĕмĕш çăкăрăн» тухăçĕ аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче – 293,1 центнер, «Санары» агрофирмăра – 280,1, Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра – 277,6 центнер, «Броневикра» – 221,5 центнер.
Хуçалăхăн тĕп вăйĕ – механизаторсем. Вĕсем яваплăха туйса ĕçленĕрен ял хуçалăх культурисене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пуçтарса кĕртеççĕ. «Победа» кооперативри Геннадий Харитонов (сăн ÿкерчĕкре) 35 çул тÿрĕ кăмăлпа тимлет, ĕçлĕ ăмăртура çулленех малти вырăнсене тухать. «Геннадий Германович хурçă «утпа» пĕр чĕлхе тупма пĕлет», – теççĕ унпа пĕрле вăй хуракансем. Хастар механизатор хăйĕн ĕç кăтартăвĕсемпе мухтанмасть. «Çĕр-аннемĕре хисеплесси, унăн пуянлăхне упрассишĕн ырми-канми тăрăшасси – пирĕн таса тивĕç», – тет вăл.