Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулăм ырă та, усал та

17 октября 2009 г.

Юлашки вăхăтра пушар хăрушлăхĕ çав тери ÿсрĕ. Нумай чухне кил-çурт, пурлăх çунса кĕлленнинче çынсем хăйсем айăплă.

Инкексен пысăк пайĕ ачасен айăпĕпе пулни те паллă. Çавăнпа та вĕсене пушар хăрушсăрлăхне вĕрентесси тĕп вырăнта тăрать. Калининăри шкул-интернатра ку темăна яланах тимлĕре тытаççĕ, вĕрентÿллĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.

Çулăм çыншăн хăçан юлташ, хăçан тăшман пулни, вут-çулăм ан алхастăр тесен мĕнле правилăсене пăхăнмалла, пушарта харпăр хăйне мĕнле тытмалла – çак тата ытти ыйтусем акă нумаях пулмасть иртнĕ калаçура та тĕп вырăнта пулнă. Калининăри психоневрологи интерначĕн пушара асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен инструкторĕ Н.Ефимова 1–4-мĕш классенче вĕренекенсемпе ăнлантаруллă ĕç ирттернĕ, ыйтусене тĕслĕхпе çирĕплетсе хуравланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика