14 октября 2009 г.
Туçи Мăратри вăтам шкулта ачасене çирĕп сывлăхлă, ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен тĕреклĕ çитĕнтерес, наркомани серепине лекессинчен асăрхаттарас тĕллевпе сывлăх уйăхлăхне ирттереççĕ.
Ăна çÿллĕ шайра ирттерме 16 педагогпа воспитатель кÿлĕннĕ. Вĕсем ачасене спорт ăмăртăвĕсемпе кĕрхи кроссене хутшăнтараççĕ, çамрăк ăрăва тасалăхпа тирпейлĕхе хăнăхма, санитарипе гигиена правилисене тĕрĕс пăхăнса пурăнма вĕрентеççĕ, сывлăхшăн сиенлĕ пулăмсене хирĕç кĕрешмелли мелсемпе паллаштараççĕ. Шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Т.Смирнова, Э.Лукина социаллă педагог, физкультура учителĕ В.Егоров, аслă вожатăй А.Кузнецова тата волонтерсен ушкăнĕ сывă пурнăç йĕркине аталантарса пырас енĕпе сахал мар ырă ĕçсем тума ĕлкĕрнĕ.
Сывлăх уйăхлăхĕнче Çавалкасри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Л.Михайлова шкул ачисем хушшинче медицина темипе калаçусем ирттерет, вĕренекенсене тасалăхпа тирпейлĕхшĕн кĕрешме хăнăхтарать.
Ырă пуçару малашне те вăй илсе пытăрччĕ, паха çимĕç патăрччĕ.