Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртусемпе пуян пулчĕ

14 октября 2009 г.

СĔтел Çи теннис: Канмалли кунсенче Вăрнарти физкультурăпа спорт комплексĕнче район чемпионачĕпе первенстви иртнĕ.

Малтанхи кунне тупăшăва предприяти-организацисенче тимлекенсем – пĕтĕмпе 14 команда – тухнă. Хĕрÿ тупăшура малти вырăнсене хутăш препаратсен завочĕн, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул тата ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн командисем çĕнсе илнĕ.

Уйрăмшар зачетра чи ăста вылякансем – Дарья Феофанова (Хирпуç), Настя Канькина (Хапăс) тата Алина Савельева (ВЗСП). Арçынсем хушшинче пĕрешкел очко пуçтарса пĕрремĕш вырăншăн виççĕн тан тупăшнă. Анчах та вăйăри ытти тĕл пулусене шута илсе ылтăн призер райадминистрацин социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Политов пулса тăнă, Юрий Ефимов тата Григорий Тикинев (Мăньял Хапăс) – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Вырсарникун теннис сĕтелĕсем умне шкул ачисем тăнă. Ку кунхи çĕнтерÿçĕсем: Хапăсри, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш вăтам, Туçи Çармăсри, Вăрманкасри, Хăмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем. Уйрăмшар зачетра Хапăсри шкулта вĕренекенсене никам та çитеймен. Хĕрачасем хушшинче чи çивĕччисем: Катя Григорьева, Мария Тикинева, Настя Канькина, арçын ачасенчен – Анатолий Арбузов, Дима Ергаев тата Григорий Тикинев.

Волейбол: Ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем хушшинче иртекен спартакиада йĕркипе волейбол вăййисем пуçланнă. Вăрнар район администрацийĕн команди хăйĕн ушкăнĕнче кăçал та чи вăйли пулнă – Элĕк, Вăрмар, Пăрачкав тата Патăрьел район администрацийĕсен ĕçченĕсене çĕнтерсе çурма финала тухнă. Çурма финал ку шăматкун иртет. Унта вăрнарсем муркашсемпе выляççĕ.

Футбол: Шкул ачисен спартакиади йĕркипе вара районта иртнĕ футбол турнирĕнче чи ăстисем Вăрнарти 2-мĕш, Санарпуçĕнчи тата Калининăри шкул командисем пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика