14 октября 2009 г.
2008–2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе йышăннă патшалăх программине пурнăçланă çĕре «Луч» кооператив та хăйĕн сумлă тÿпине хывать, агротехникăна пăхăнса ĕçленĕрен çулсерен тыр-пултан лайăх тухăç илет. Кăçал хуçалăх тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 335 гектар çинче çитĕнтернĕ, тухăç – 25 центнер. Уй-хир «ылтăнне» кĕрхи пÿлмесене 850 тонна хывнă. Паллах, кооператив тилхепине тытса пыракан Вячеслав Ижелеев, çавăн пекех аграри тытăмĕнчи мĕнпур ертÿçĕ тыррăн сутлăх хакĕ йÿнĕ пулнипе кăмăлсăр. Тупăш илмесен аталану çулĕпе епле пырăн; Ку чухне ертÿçĕн алă-ури чăнахах çивĕч, тавракурăмĕ анлă пулмалла. Вячеслав Николаевич йывăрлăхран тухмалли мел тупнă: хуçалăхра тыр-пултан комбикорм хатĕрлесе выльăха çитереççĕ. Ертÿçĕ шухăшĕпе капла тăкак курмастăн иккен. «Луч» кооперативра хальлĕхе 337 пуç сысна тытаççĕ. Тĕп тĕллев – «чух-чухсен» йышне 1,5 пине çитересси. Ĕмĕте пурнăçлама майсем çителĕклĕ. Фермăра акă реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ. «Хĕле кĕриччен чуптарнă сыснасене тытмалли вырăна çĕнетсе улăштарасшăн, – пĕлтерчĕ Вячеслав Николаевич. – Комбикорм хатĕрлемелли цеха та ку çулах туса пĕтересшĕн».
Хресчен ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Анчах вăл йăх-несĕлĕмĕрсен ятне çÿлте тытса чăрмавсем умĕнче пуçа усмасть, сухана пăрахмасть. Кооператив ĕçченĕсем кăçал кĕр тыррисене 370 гектар акса хăварнă. Ку кăтарту пĕлтĕрхинчен 300 гектар (!) ытларах. Çĕр пулăхне лайăхлатассипе тимлемесĕр пысăк тухăç илеймĕн. Çавна тĕпе хурса хуçалăхра тепĕр çулне рапс акса çитĕнтересшĕн.
Техникăсăр çутă малашлăх пирки ĕмĕтленме çук. «Луч» кооперативра çывăх вăхăтра мехпарка çĕр улми кăларса пуçтаракан комбайнпа пуянлатасшăн. Хăватлă техника пулсан уй-хирте тупăш паракан культура та – çĕр улми – çитĕнĕ.