Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче первенствинчен

14 октября 2009 г.

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Степан Прохоров шашка вăййинче кăтартакан ăсталăх чăннипех мухтава тивĕç. Район, республика чемпионĕ шкул ачисем хушшинче Раççейри вăйлă шашистсен йышне кĕме пултарчĕ. Çак кунсенче кăна вăл каччăсемпе хĕрсем хушшинче МАРШ версипе Адлер хулинче иртнĕ тĕнче первенствинчен таврăнчĕ.

Çамрăк шашка ăстисем тăватă тĕсре ăмăртнă. 1995–1996 çулта çуралнисен ушкăнĕнче тĕп тĕсре тата «хăвăрт шашкăсенче» Степан саккăрмĕш вырăн йышăннă, «çиçĕмле вăйăра» – çиччĕмĕш.

Саккăрмĕш класра вĕренекен каччăшăн çак результатсем çав тери паха. «Сочире, Раççейре мала тухассишĕн иртнинчен, лайăхрах, – сăпайлăн пĕлтерет вăл. – Ку турнир вара ăсталăха ÿстерме те, шашка утăмĕсен вăрттăнлăхĕсене те ытларах пĕлме пулăшрĕ».

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика