Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Борис Иванч аса килчĕ...

10 октября 2009 г.

Кам манăн шухăшсемпе килĕшет – пурне те пĕрле ĕçлеме чĕнетĕп. Манпа килĕшмен, анчах лайăх улшăнусемшĕн çунакан çынсене те пĕрле ĕçлеме йыхравлатăп.

Д.А.МЕДВЕДЕВ, РФ Президенчĕ.

Президент хăйпе пĕрле иртнипе хальхине хаклама, пуласлăх пирки шухăшлама чĕнет. Каламалли пур-тăк, тавлашма та юрать-мĕн. Ман тавлашмалли çук. Пĕлес килни пур.

«Эпĕ çĕршыв экономикине çĕнетмелли стратегилле пилĕк вектора палăртрăм», – тенĕ. Çав тĕллевсенчен Д.А.Медведев иккĕмĕш срок пирки шухăшлани курăнать. Статйин чылай пысăк пайĕ фантази шайĕнчи шухăш-ĕмĕт пулсан та, ăна ĕненес килет. Пĕтĕмпех Раççейри пурнăç пахалăхне çĕклессипе çыхăннă: «Граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе, ĕçпе, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли условисем йĕркелесси, пенсионерсемшĕн тăрăшасси, ачасене хÿтĕлесси, хевтесĕр çынсене тĕрев кÿресси – мĕнпур шайри влаçăн тÿрĕ тивĕçĕ».

Пирĕн политиксем хушшинче хăйсен чăн-чăн тĕллевĕсене пытарасшăн юри капăр калаçакансем пайтах пулнă. Тĕрĕс сăмахсене ку таранччен вĕçĕмсĕр итлерĕмĕр. Дмитрий Анатольевич хăйĕн сăмахĕсем çинче тăма хал-хăват тупайсан тем пекехчĕ!

Иртнĕ çирĕм çуллăха тиркевлĕ тишкернĕ. Çапах та, каламаллаччĕ: çав тапхăрти аркату-çарату йăлтах влаç куçĕ умĕнче, влаç хăй вĕслетсе-ĕскĕртсе тăнипе пулса пычĕ. Хăш-пĕрин «картишне пăрахнă чулсене» паллама пулать: «Нефтьпе газ конъюнктури çине çеç таянса лидер пулма май çук... Ĕçлемесĕр илнипе пурăнни – иртĕхни вăл. Ку ăссăрла тата хăрушă. Ĕçлесе илес тесен, экономикăна аталантармалла. Шăпах ĕçлесе илмелле. Пĕр-пĕр вăхăтра нефть тăруках хакланса кайнин шучĕпе кăна пурăнмалла мар...» Хура ылтăн сарă ылтăн çумăрĕ пулса çунă çулсенче влаç хăй те параçитла пурăнма хăнăхса кайрĕ: заводсене «прихватизаципе», колхоз-совхозсене панкрута кăларнипе тĕп турĕç, наукăран çĕршер пин ученăй леш енне тухса тарчĕ. Бизнес çĕршыва кирлĕ таварсем, технологисем шухăшласа кăлармасть, хăй аллипе туманнине – пĕтĕмĕшпе илсен, çут çанталăк парнеленине сутать. Импорт калăпăшĕнче – катаран кÿнĕ çĕтĕк-çатăк, нитратлă-наркăмăшлă апат-çимĕç. Экспорт изделийĕсем конкуренцие çĕнеймеççĕ. Кризис тени çавăнпа ĕнтĕ Раççее ытти çĕршывсенчен хăватлăрах килсе çапрĕ.

Пурне те шута илме тивет. Мĕнле çĕршывра пурăнатпăр-ха; Çирĕм çул ĕнтĕ çуллен тенĕ пекех халăх йышĕ пĕр миллиона яхăн катăлать. Вунă çулта çул çинчи инкекпе кăна 315 пин çын пĕтнĕ, икĕ миллион çын сусăрланнă (мĕнле вăрçă ку; Афганрипе, Чечнярипе танлаштарăр). Халăхăн виççĕмĕш пайĕ чухăн (40 процент). Тĕрмери пĕр миллиона яхăн вăй питти арçын-хĕрарăм валли (çамрăк йыш та пысăк) юсанмалăх (юсамалăх) ĕç тупаймаççĕ. Пенсионерсем 38 миллион, инвалидсем 12 миллион, наркомансем 6 миллион, алкашсем тепĕр çавăн чухлĕ. Тÿрремĕн ĕç умне тăракансем пурĕ те 25 миллион. Президент пире малалла утма ура хуракан социаллă ытти чирсене те асăнса тухнă. Ĕçкĕпе иртĕхни те – инкек, анчах коррупци синкерĕ пирки уйрăммăн калас килет. Шутлăр-ха: «Коррупци аллинче халĕ 1,5 триллион тенкĕ (Раççей бюджечĕн 12 проценчĕ) çÿрет, – теççĕ ученăй-аналитиксем. – Тепĕр çавăн чухлĕ тĕлсĕр-тĕрĕслевсĕр салатнипе çухалать». Коррупцие хĕстерме КПРФ фракцийĕ тăратнă законсен проекчĕсене Госдумăра вунă çул ларусене кăлармарĕç. ООН Конвенцине («Коррупцие хирĕç») Госдумăра 2003 çулта тин пăхса йышăнчĕç. Тата пилĕк çул иртрĕ. Анчах пĕлтĕрхи декабрĕн 25-мĕшĕнчен вăя кĕртме палăртнă законран та ыррине кĕтмеллиех çук, ăна йăлтах чиновниксен, влаçри партисен интересĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ. Губернаторсем, ытти чиновниксем... арăмĕсен, ачисен, тăванĕсен шучĕпе пурăнаççĕ-мĕн. Яхтисем те, виллисем те хăйсем çинче мар. Вăрланă пурлăхпа, взяткăпа пухăннă миллионĕсене конфискацилеме май çук. Аталаннă çĕршывсенче пачах урăхла: мĕнпур чиновниксен хăйсен тата тăванĕсен пĕтĕм пурлăхне кăтартмалла. Влаçри партисен депутачĕсем, çавăн пекех, законсен лоббизм тĕлĕшпе тăратнă проекчĕсене çултан çула пăхмасăр хăварса пыраççĕ. Анчах лоббизм законĕсĕр коррупцие влаçăн çÿлти эшелонĕсенче тăллама май килмест. Д.А.Медведев пĕтĕм законсене экспертиза тума хушрĕ: коррупцие çăмăл çул кÿрекен статьясенчен часрах хăтăлмалла! Правительствăн Госдумăри представителĕ Андрей Логинов çак экспертизăна, правăпа юридици институчĕсемсĕр пуçне, Раççейри Юристсен ассоциацине явăçтарма сĕнет. Законсене мăкратсем «Коррупци – вилĕмсĕр!» девизпа штампланине шутласан, пĕлтĕртенхи чăн закон витĕмлĕн вăя кĕриччен миçе çул иртĕ-ши; Президент та ÿкĕнсе калаçрĕ: «Закон результачĕсене хальлĕхе курмарăмăр-ха...». Тепĕр пăтăрмах: суйлавсен сăлтавĕпе каллех сĕмсĕррĕн политкоррупци пуç çĕкленĕ (Кемерово, Марий-Эл... Госдума депутачĕсене – Н.Останинăпа Н.Харитонова хĕсĕрленĕ тĕслĕхсем т. ыт. те). Кÿршĕллĕ республикăра агиткампание МВД службисене явăçтарнă.

Раççей çынни реформа тесенех чĕтрене ерет. Ельцин реформисем хресчене сывлаймиех пăвса лартрĕç, вун çичĕ пин яла тăнчах тĕп турĕç. 40 миллион гектар çум-курăк айĕнче. «Реформа çынсем валли пулмалла, тепĕр майлă мар», – тенĕ Президент. Шел, агропромышленноç комплексĕ пирки тĕллĕн нимĕн те шантарман. Госдума депутачĕ В.С.Шурчанов Вăрнарти юлашки тĕл пулура хăйĕн конкретлă сĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Субсиди шучĕпе укçа-тенкĕ уйăрса, контроле патшалăх аллине илсе, совхозсемпе кооперативсене çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла. Хуçисем усă курман çĕрсене (олигархсене, мэр-губернатор арăмĕсене вуншар пин гектар мĕн тума кирлĕ;) конфискацилеме закон йышăнмалла. Вăтам е вак-тĕвек бизнеспа ĕçлекенсене, производствăна кÿлĕннисене, пĕр виçĕ çуллăха налуксенчен хăтармалла, тепĕр пилĕк çуллăха тÿлевсĕр кредитсемпе тивĕçтермелле. Чăваш енĕн ывăлĕ-хĕрĕ пилĕк пин таран (ялтисем, шута илнисем) çичĕ ютра ĕçлет. Вĕсен, куратпăр, пенси те пулмасть.

Росстат пĕлтернĕ тăрăх, çĕршывăн ытларах регионĕсенче ĕçсĕр юлнисен йышĕ 10 процентран иртнĕ. Пĕлтĕрхи августранпа промышленноç таварĕсем туса кăларасси 12,6 процент чакнă. Шутлав палати (С.Степашин) каланă тăрăх, ылтăн валюта резервĕсене 200 миллиард доллар тустарнă, кризиса хирĕçле мерăсемпе правительство 10 триллион тенкĕ тăкакланă (В.С.Шурчанов сентябрĕн 28-мĕшĕнче Вăрнарти тĕл пулура 16 триллион тесе ĕнентерчĕ). Çак суммăран 85 процентне банксен сферине ăсатнă, 15 процентне кăна производствăна панă, ĕçсĕрлĕхе чакарма янă. «Триллионсемпе пачах тепĕр майлă усă курмаллаччĕ», – теççĕ экономистсем.

ВЦИОМ июньте ыйтса пĕлнĕ: россиянсен 82 проценчĕ шултăра предприятисене национализацилесшĕн. Аналитиксен шучĕпе, металлургипе йывăр промышленноçа, нефтьпе газ промышленноçне, оборона предприятийĕсене, сăра-эрех монополине (Совет Союзĕнче алкоголь бюджетăн виççĕмĕш пайне йышăннă, халь – 2-3 процент) патшалăх аллине илмесĕр кризисран пурĕ пĕр тухаймастпăр.

Пурте укçаран ямăт укçа тăвасшăн. Çĕр-çĕр банк вырăнне патшалăх тытаканнисем – Тĕп банк, строительство, промышленноç, аграри банкĕсем пулсан çитет. Август пуçламăшĕнче Президент госкорпорацисем пирки иккĕленсе калаçрĕ: кирлех-ши; Вкладсене страхлакан агентство, Тулашэкономбанк, «Олимпстрой», «Нанотехнологисем», ЖКХ реформисен фончĕ тата ыттисем пур çинче В.В.Путин тепĕр ГКО – Раççей финанс агентствине туса хурасшăн. Президент тĕрĕс турĕ: бюджет укçине ухалакан çав фабрикăсемпе Генпрокуратурăн интересленме тивет...

«Демократие хÿтлĕх кирлĕ», – тенĕ статьяра. Политика ирĕклĕхĕ – сăмахпа пухусен ирĕклĕхĕ пирки каланă. Хăюллă çавăрттарса хуни те пур: «Парламент партийĕсем патшалăхăн массăллă информаци хатĕрĕсемпе пĕр тан усă курассине саккунпа çирĕплетнĕ». Саккунĕсем пур-ха. Анчах вĕсене «урлă пуртă аври» хуплать. Мăкратсен «ирĕклĕхĕсене» эп хам тÿссе курнă. Çĕр тĕслĕхрен пĕрне асăнатăп. Чăваш ене пĕрремĕш хут çитнĕ хăна – Госдума депутачĕ, Думăри комитет председателĕ, икĕ-виçĕ институт пĕтернĕ кораблестроитель, темиçе кĕнеке авторĕ, анчах ăна суйлавçăсемпе тĕл пулнă чух хутман сивĕ клубсене те кĕртмерĕç, раштав шартламинче урамра хытăркаса иксĕмĕр те чирлесе кайрăмăр. Шăпах çулталăк каялла эпĕ Вăрнар территори суйлав комиссийĕнчен тухма заявлени çыртăм. Суйлав законĕсене сĕмсĕррĕн пăснă тĕслĕхсене – уголовнăй ĕçсен шайĕнчи преступленисене тĕплĕн çырса кăтартнă заявленисене суйлавсен Тĕп комиссийĕнче те, РФ Аслă судĕнче те пăхма йышăнманни мана йăлăхтарчĕ. Тата: хăçан, ăçта курнă эсир парламент партийĕсене (оппозицие) ирĕклĕ сăмах панине;

Президент лару-тăру кăткăссине ăнланать (сăмахĕн чи юлашки пайне, курсивпа картнине, тимлĕрех шухăшласа вулăр-ха). Пĕлес килнин хуравĕсене эпĕ, тен, унăн çитес ĕçĕсенче, калăпăр, Федераци Пухăвне тăратнă Çырăвĕнче тупăп.

... Темшĕн хамăрăн колхозри, Мăн Явăшри Борис Иванч аса килчĕ. Ăслăччĕ те маттурччĕ çав ăйăр. Хам та темиçе хут кÿлсе курнă: куçран аксакалпа пĕрех пăхатчĕ. Нумай – суккăрланичченех пурăнчĕ. Çамрăкла вăл шелсĕр алăра асапланнă, туртнине кура, пĕри те тепри ăна йывăр тиесе хĕненĕ. Раççейпе «киндер-сюрпризсем» çапла хăтланчĕç, вунă çулта вунă премьер улшăнчĕ («киндерсем» правительствăра халь те пур-ха). Лашана (хальхинчен пăхсан, премьер пулса курнă Е.Примаков евĕрлĕ çынна) яланлăхах пĕр хуçа аллине парас терĕç. Бригада эртелĕ çапла йышăннăчĕ. Янаваршăн хисеплĕ ят тупăнчĕ. Хуçи ăна хăй çиес çăкăра та хыптаратчĕ. Раççее тытакансем (олигархсем, темелле-и) унашкал хăтланас çук. Борис Иванч çула лайăх пĕлетчĕ: çил тăман-и, шалкăм çумăр-и – çитес çĕре танлăн, тĕп-тĕрĕс тухатчĕ. Çĕршыва та çав майлă правительсем кирлĕ пуль...

«Воинсем» те ытлашши пулас çук. Пуса каччилле тапăртатса тăракан чăп-чăмăр çав ăйăра эп тыткаланă. Çавал улăхне утă çулма аннă чух Степка Владимиров ман «Воина» чĕн пушшипе хыçалтан туртса касрĕ те – вĕçнĕ пек пыратăп! Йĕнер мĕнне пĕлмен-ха. Йĕвенлемен – çилхерен çулса тытнă. «Ухмахла ĕрĕхнĕскер, Тан çырмара такăнать те – хăй те пĕтет, мана та пĕтерет!..» Çырмаччен аранах шăркари ыраш ăшне сиксе ĕлкĕртĕм. Улăхра «Воин» мана хăй шыраса тупрĕ. Вăл хальхи чубайссенчен сăпайлăрах, ăслăрах пулнă-мĕн: ман умра каçару ыйтнăн мăшлатса тăрать... Анатолий Борисовичран çĕршыври чи хăватлă ГЭС сирпĕнсе стройран тухнă хыççăн та ÿкĕнÿ сăмахĕ илтеймерĕмĕр. Дмитрий Анатольевич сутăнчăк чиновниксенчен, витĕм кÿме пултаракан ушкăнсенчен, сĕмсĕрсенчен шикленет: «Вĕсем лайăх вырнаçнă. Вĕсен пĕтĕмпех пур. Вĕсем ĕмĕр вĕçленичченех совет промышленноçĕн юлашкисенчен тупăш пăчăртаса кăларасшăн...»

Упнер ватти, Иван Ильич, тĕрĕс асăрханă – Президент халăха пултаруллă ĕç енне çавăрасшăн: «Эпир ĕçлĕпĕр – çине тăрса, шухăшласа, халех ĕçлĕпĕр...»

Çаплах, «сиккелесе юрлакан труççиксем» вырăнне роба – ĕç тумтирĕ тăхăнмасан, ура çине тăн-тăн тăрасси пулаймасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика