10 октября 2009 г.
Пĕтĕмĕшле чирсем мар, халăха ытларах чухне «симĕс çĕлен» ураран ÿкерни вăрттăнлăх мар. Хамăр районтах акă алкогольпе наркăмăшланни сывлав органĕсен тата чĕре-юн тымарĕсен чирĕсемпе тан пурнăçран уйăракан тĕп сăлтав пулни паллă.
Наци сывлăхĕн ыйтăвĕ юлашки вăхăтра ахальтен мар ĕнтĕ çĕршыв шайĕнче чи çивĕччисенчен пĕри пулса тăчĕ. Ăна татма пулăшакан чи тухăçлă мел – халăхра сывă пурнăç йĕркине анлăрах пропагандăласси, вĕсене массăллă спорт мероприятийĕсене хастартарах явăçтарасси. Раççей Правительствин пуçлăхĕ Владимир Путин иртнĕ эрнекун регионсемпе ирттернĕ видеоконференцире те акă çĕршыври спорт инфратытăмне аталантарасси тĕп вырăнта пулчĕ.
Владимир Владимирович калаçу пуçламăшĕнче çынсен пурнăç тăршшĕ юлашки пилĕк çулта 65-рен 68 çул таран вăрăмланнине палăртрĕ. Ырă енне улшăннă пулин те, пирĕн хальлĕхе тĕслĕх кăтартакан аталаннă çĕршывсене çитме инçе-ха. «Çитме пулать, – терĕ премьер. – Çынсем спортпа ытларах туслашсан». Ырă туртăмсем çук мар, анчах та «спортпа туслисен» йышĕ хальлĕхе 18 процент кăна. Финляндире вара ку кăтарту 70 процент таран! Çавна май Владимир Владимирович лартнă тĕллев – 2015 çул тĕлне çĕршывра çак кăтартăва 30, çамрăксем хушшинче 60 процента çитересси – çав тери паха.
2005 çултанпа Раççейре ача çуратасси ÿснĕ. Кăçалхи çурла уйăхĕнче ача çураласси çынсем вилессинчен пысăкрах пулнă – тинех çĕршывра çын шучĕ хăй тĕллĕн пысăкланма тытăннă. Эппин ача сачĕсемпе шкулсем ытларах кирлĕ пулаççĕ, çавăн пекех – спорт сооруженийĕсем те.
Конференцие хутшăннă май Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко та, Владимир Путин премьер та Чăваш ен спорт керменĕсем çĕклессипе ăнăçлă ĕçлекен регион пулнине палăртрĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ видеокĕпер Владимир хулинчен чи малтан Чăваш енпе çыхăннă.
Республикăри пекех хамăр районта сывă пурнăç йĕркине сарассипе ĕç анлă пырать. Çулсерен йĕркелекен вуншар спорт ăмăртăвĕнче вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсем, предприяти-организацинче тимлекенсем вăй-хала тĕрĕслеççĕ, ÿт-пĕве пиçĕхтереççĕ. Пĕтĕм çĕршыври «Раççей йĕлтĕр йĕрĕн», «Нацисен кросĕ» чупу кунĕн районта пуçласа ирттернĕ тапхăрĕсене 500-е яхăн спорт тусĕ тухрĕ. Район спортсменĕсем республикăра, Раççейре иртекен ăмăртусенче час-часах çĕнтерÿпе савăнтараççĕ.
Юлашки вăхăтра ялсенче те спортăн уйрăм тĕсĕсене аталантарнине ырласа палăртмалла. Пĕр вăхăт хыт хурапа хупланнă стадионсем каллех хăйсен тÿрĕ тивĕçне пурнăçлама пуçларĕç. Кăçал акă чылай ялта çамрăксем футболла выляса тупăшрĕç, юлташла тĕл пулусем йĕркелерĕç. Шкул спорт залĕсенче ял çыннисене ÿт-пĕве пиçĕхтерме майсем туса панă. Кил – спортпа туслаш – сывлăха çирĕплет.
Видеоконференци ĕçленĕ кун районта тепĕр массăллă мероприяти старт илчĕ. «Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн» икуйăхлăха савăнăçлă лару-тăрура Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта уçрĕç. Аçăмçырминчи «Эпир – сывă çĕршывшăн» волонтер ушкăнĕ хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕ.
Уйăхлăхăн ĕçĕ анлă – тĕрлĕ конкурссем, ăмăртусем, çитĕнекен ăрăва сиенлĕ йăласенчен асăрхаттаракан уçă калаçусем, тĕл пулусем тата ыт.те.
Сывă пур-нăç йĕркине аталантарассине «Пирĕн çĕнĕ шкул» наци вĕрентÿ пуçарăвĕнче те тĕп çул-йĕрсен шутне кĕртнĕ. Педколлективсен ăна пурнăçа кĕртме плансем хатĕр.
«Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн!» – енчен те ачасем çак сăмахсене тăнласа пуçа хывсан тата каласан, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе чăнах та кăсăклансан, эпир патшалăх, ашшĕ-амăшĕсем кăна мар, çутçанталăк хăй пирĕн ума лартнă тĕллеве пурнăçлассине çывăхрах пулнă пулăттăмăр»,– тенĕччĕ вĕрентекенсен августри канашлăвĕнче Шĕнер Ишекри шкул директорĕ Татьяна Сквроцова сывлăх патне илсе пыракан çул-йĕрсене тишкерсе. Вăл шутра – организма пырса кĕрекен сывă апат-çимĕç те, ачасене пĕчĕкрен тăван çĕре юратма, ун çинче ĕçлеме хăнăхтарасси те, йăла-йĕркесене сыхласа хăварасси те, уявсенче тĕрĕс канма вĕрентесси те... – çаксем пĕтĕмпех çынна ÿт-пÿ, ăс-тăн, кăмăл-сипет енчен сывă пулма пулăшакансем. Шкулти физкультура урокĕсем, класс тулашĕнчи физкультурăпа массăллă ĕç вара – сывлăх патне илсе пыракан анлă та вĕçĕмсĕр тĕп çул. Татьяна Владимировна шкул стадионĕ каçсерен ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсен хаваслă сассисемпе тулнине каларĕ. Сывă ăру çитĕнтерессинче ашшĕ-амăшĕсене явăçтарса ĕçлесси, вĕсене шкулти кашни мероприятие хутшăнтарни пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Çакă, пĕр сăмахсăрах, ачасене хĕмлентерет, хавхалантарать. Йăлана кĕнĕ мероприятисем чылай, манăçнă халăх вăййисене чĕртессипе нумай тăрăшаççĕ.
Паллах, ку пĕрреллĕ тĕслĕх кăна мар. Сывă пурнăç йĕркине хăнăхасси ачаран хывăннине кура кашни ача сачĕпе шкултах курăмлă ĕçсем пурнăçлаççĕ. Анчах та, шел, обществăри пăсăк пулăмсем нумай чухне çамрăксене сиенлĕ йăласен серепине «илĕртеççĕ». Кăмăл-туйăм енчен вăйсăррисем эрех-сăра, пирус витĕмне хăвăрт кĕрсе ÿкеççĕ. Кунашкаллисем йывăрлăхсене çĕнтерме, хăйсем умне çирĕп тĕллев лартма хал çитереймеççĕ. Эппин шухăшлава сыватассине те тĕп вырăна хумалла мар-и – ăнлантаруллă, тĕслĕхсемпе çирĕплетекен, асăрхаттаруллă уçă калаçусем ытларах ирттермелле, тĕрĕс кану йĕркелес тĕлĕшпе пархатарлă ĕçе явăçтарни кирлĕ.
Физкультăрпа спорт вăййисене хутшăнни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни çынсене психологи тĕлĕшĕнчен шанчăклă хÿтĕлениех. Çавăнпа кашнин хăйĕн те çакăншăн тăрăшмалла. Ăс-тăн, ÿт-пÿ сывă пулни – пĕтĕм ĕçĕн ăнăçăвĕ. Спорт стильне тытса пыни вара – сывă ăру йĕркелеме пулăшакан пысăк хăват.