Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал та – пĕрремĕш!

10 октября 2009 г.

Çĕршыва юратасси, ăна кирлĕ вăхăтра хÿтĕлеме тăрасси хăйсен тивĕçĕ тесе шутлаççĕ вĕсем. Çарпа патриотизм туйăмĕн вăйĕ кашнин ĕçĕнче аван палăрать. Кусем – Калининăри вăтам шкулти 7-мĕш кадет класĕн вĕренекенĕсем. Иртнĕ шăматкун вĕсем тăван шкула тепĕр çĕнтерÿпе савăнтарчĕç – Çĕрпÿ хулинче Мускаври офицерсен «Сыны Отечества» юлташлăхĕн регионти организацин пухăвĕ йĕркипе иртнĕ кăтартуллă конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.

Çакнашкал тупăшура калининăсене пĕлтĕр те никам та çитейменччĕ. Кăçал та вĕсем вăйлисенчен чи вăйли пулса тăнă. Уйрăмшар конкурссенче: строй хатĕрленĕвĕн смотрĕнче тата стройпа юрлассипе – пĕрремĕш, автомата сÿтсе пуçтарассипе тата бал ташшисен конкурсĕнче иккĕмĕш пулнă.

«Эсĕ пĕр ÿстермесĕр – чи лайăх командир»,– алă тытсах саламланă кадет класĕн ертÿçине Зинаида Ильинична Еремеевана офицерсен «Сыны Отечества» юлташлăхĕн мухтавлă çар çыннисем.

Класа конкурса пуринчен лайăх хатĕрленĕшĕн шкулти тепĕр вĕрентекен те чыса тивĕçнĕ, Лев Николаевич Ефимова «Сыны Отечества» юлташлăх А.Г.Николавев летчик-космонавт ячĕллĕ медальпе наградăланă.

Ачасем тăван тăрăха чылай парнепе таврăннă. Офицерсенчен тивĕçнĕ мăнаçлă каравелла, район администрацийĕ парнеленĕ магнитофон тата та пысăкрах çитĕнÿсем патне ăнтăлма пулăшнине вĕсем пĕр саслăн çирĕплетеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика