Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекенсене вăхăтра тÿлемен

07 октября 2009 г.

Вăрнар район прокуратури «Вăрнарти типĕ сĕт завочĕ» тулли мар яваплă обществăра ĕç тÿлевне мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче тĕрлĕ çитменлĕхсем тупăннă. Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексне пăсса, организацире ĕçлекенсене ĕç укçине вăхăтра тÿлемен. Кăçалхи июнь-июль уйăхĕсемшĕн 87 ĕçлекен умĕнче 797763 тенкĕ чухлĕ парăм пулнă, ĕçрен хăтарнă 5 çынна пĕтĕмпе 72944 тенкĕ парса çитермен. Çавăн пекех черетлĕ отпуска кайнă чух 5 çынна отпускшăн 30400 тенкĕ тÿлесе татман, вăхăтлăх ĕçлейменнисене пособи тÿлессипе те 21128 тенкĕ парăм пур. «Ачасем пур граждансене тивĕçекен патшалăх пособийĕсем çинчен» федераллă саккуна пăхăнмасăр, 1,5 çул тултарман ачасене пăхма паракан пособисене (пĕтĕмпе – 44262 тенкĕ) 5 ĕçлекене тÿлемен.

Çак çитменлĕхсене шута илсе Вăрнар район прокуратури кăçалхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче ку обществăн директорĕ тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 5.27-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе административлă ĕç пуçарнă, ĕç саккунĕсене пăснă тĕслĕхсене пĕтерме хушнă. Кунсăр пуçне район прокуратури обществăра ĕçлекенсен интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе, ĕç укçи енĕпе парăмсене татма суда заявленисемпе тухма материалсем пухать.

Сăмах май, Вăрнарти типĕ сĕт завочĕ Патшалăх статистикин Федераллă службин Чăваш Республикинчи пайĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмне ĕç тÿлевĕ тĕлĕшпе парăмсем çук тесе уйăхсеренех тĕрĕс мар сведенисем тăратнă. Çавна май организаци директорĕ тĕлĕшпе тепĕр административлă ĕç пуçарнă, ăна Патшалăх статистикин Федераллă службин Чăваш Республикинчи пайне пăхса тухма ярса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика