Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ çитĕнÿсем

07 октября 2009 г.

Çамрăк кĕрешÿçĕсем района каллех ырă хыпар илсе килчĕç. Иртнĕ эрнери турнирта вĕсем лайăх результатсем кăтартнă.

Юниорсемпе аслăрах çамрăк каччăсем хушшинче йĕркеленĕ республика первенствинче призлă вырăнсем – пиллĕк. Чи лайăх кăтарту Алексей Васильевăн, хăйĕн виçинче вăл ылтăн призер пулса тăнă. Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Николай Иванов иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Майкл Петров (1-мĕш шкул), Николай Никифоров (Мăн Явăш) тата Вячеслав Тимофеев (Пăртас) – бронза призерсем.

Красноармейски салинче ку районăн Хисеплĕ çыннине, ЧР тава тивĕçлĕ строительне, РФ халăха вĕрентес ĕç отличникне, РФ нефть тата газ промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне А.Слукина асăнса ирттернĕ уçă турнир хамăр республикăри кăна мар, Волгоградри, Челябинскри, Свердловскри, Ульяновскри, Удмуртинчи, Мордовинчи тата Тутарстанри вăйлă кĕрешÿçĕсене пуçтарнă. Кунта Кĕçĕн Кипек хĕрĕсем палăрнă. Эльза Ивановапа Анастасия Иванова хăйсен виçе категорийĕнче виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика