Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уява пухрĕç

07 октября 2009 г.

Малтикас Ялтăрари клуба та ватăсем пуçтарăнчĕç. Малтанах Аçăмçырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Валентинович Петров сăмах илчĕ. Вăл ватăсене чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе тав турĕ, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунчĕ. «Паян кунта, – терĕ вăл, – вăрçă вăхăтĕнче ачалăхĕ выçăллă-тутăллă иртнĕ ватăсем те пур. Вĕсене те ырă ятпа тав тумасăр хăвараймастăп».

Кĕмĕл çÿçлĕ ватăсене – чыс-хисеп. Уйкас Ялтăрари Екатерина Зайцева кĕçех 90 çула çитет. Çамрăк чух хăйĕн пĕчĕк пепкине килте хăварса бригадир ĕçне кÿлĕнсе халăхпа пĕрле тĕттĕм пуличчен уй-хирте пилĕк авнă. Мăшăрĕ 1941 çулта вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Малтикас Ялтăрари Дария Никитина, Екатерина Чебясева 90 çула çывхарчĕç. Хăй вăхăтĕнче торф кăларнă çĕрте вăйĕсене хĕрхенмесĕр ĕçленĕ çамрăк хĕрсем фронта пулăшнă.

Малтанхи кун Аркадий Парамонов Вăрнарта ватăсен кунне уявланă çĕрте пулнă май район пуçлăхĕн Анатолий Иванович Кузьминăн тав сăмахĕсене ватăсене каласа пачĕ. Чăрăшкас Хирлеп, Малтикас Ялтăра, Уйкас Ялтăра клуб ĕçченĕсем концерт лартса пачĕç, илемлĕ юрă-ташăпа ватăсене савăнтарчĕç. Хыççăн ветерансене вĕри апатпа сăйларĕç. Тулли кăмăлпа хисеп тунăшăн кĕмĕл çÿçлĕ çынсем уява йĕркелекенсене чун-чĕререн тав турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика