07 октября 2009 г.
Районти чылай ялта уявсем кĕрлесе иртрĕç. Акă, Çăлкас Кăкшăмра та ял кунне паллă тума черет çитрĕ. Тĕрĕссипе, ку иккĕллĕ уяв пулчĕ тесен те йăнăш мар. Вырăнти культура çурчĕ уçăлнăранпа 50 çул çитнине те паллă турĕç çăлкас-кăкшăмсем. Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем лайăх астăваççĕ: мĕн чухлĕ концерт, ташă каçĕ, уявсем, пухусем иртмен пулĕ кунта çулсерен. Район-республика артисчĕсем ун сцени çинчен чаплă юрăсем шăрантарнă, хÿхĕм ташăсем парнеленĕ.
Акă хăйĕн юбилейне культура çурчĕ çĕнĕ «сăн-питпе» кĕтсе илчĕ. Малти Ишек ял поселенийĕн администрацийĕ, культура ĕçченĕсем тăрăшнипе кунта тĕплĕ юсав ирттернĕ: шалтан та, тул енчен те хăйĕн илемĕпе савăнтарать. Сценăна та юсаса капăрлатнă, пысăк артистсене йышăнма та намăс мар. Çынна чун апачĕ те кирлĕ-çке – ялти культура пурнăçне, «вучахне» сÿнме паманни питех те кăмăла çĕклет.
Ял кунне тата юбилее паллă тунă кун вара, октябрĕн 3-мĕшĕнче, çĕнĕ сăн кĕнĕ культура çуртне çăлкас-кăкшăмсем тата юнашар ялсенчен килнĕ хăнасем лăк туллиех пухăнчĕç. Ача-пăча та, çамрăкки-ватти те пысăк уявра килте лармарĕ. Чи малтанах пухăннисене саламлама сцена çине Малти Ишек ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Семенов хăпарчĕ. «Тăван ял яланах чĕрере, таçта аякра пулсан та манăçа тухмасть. Пирĕн яланах пĕр пĕрлĕхре пурăнмалла. Кунта çуралса ÿссе аякри çĕрсене çитнисем инçетре те яла мухтава кăлараççĕ, вырăнта юлнисем яла аталантараççĕ, унăн мăнаçлăхне ÿстереççĕ», – терĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.
Çăлкас Кăкшăм урамĕсемпе чупса ÿснĕ, халĕ Канашри телевидени директорĕ В.Тимофеев çамрăксене илемленнĕ культура çуртне малашне тирпейлĕ упрама, кунта савăнăç, вăйă-кулă кăна хуçалантăр тесе сунчĕ.
Чăн та, Кăкшăм çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян, наука ĕçĕнче палăрнисене, çар çыннисене, паллă учительсене тата ыттисене çуратнă вăл. Чылай ят асăнчĕç праçникре. Ял аталанăвне пысăк тÿпе хывнисем, культура çуртĕнче нумай çул тимленисем Малти Ишек ял поселенийĕн Тав хучĕсене тивĕçрĕç. Вĕсен йышĕнче – Л.Варламова, Н.Артемьев, П.Платонов, М.Волкова тата ыттисем те.
Мĕнле-ха уяв юрă-ташăсăр; Капăр сцена çине тухса çăлкас-кăкшăмсене чăваш эстрада юрăçисем савăнăçлă кăмăл-туйăм парнелерĕç. Çамрăксем тахçанчченех спорт вăййисенче тупăшрĕç.