Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватта сума сăвакан – хăй те сумлă пулакан

07 октября 2009 г.

Аслă ăрăва хисеплени, манманни сăваплă. Упнер ял тăрăхĕнче Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунне акă вĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Арбузов, РФ Пенси фончĕн Вăрнарти управленийĕн ĕçченĕ Н.Алексеева, Хапăсри шкул директорĕ И.Егорова ватă çынсене ăшă сăмахсем каласа саламларĕç.

Хапăсри ача садне çÿрекенсем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем хăйсен пултарулăхĕпе куракансен кăмăлне çĕклерĕç. Е. Матвеева ертсе пыракан Вăрнарти культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ те уявра пухăннисене саламларĕ, чăваш тата вырăс халăх юррисемпе савăнтарчĕ. Ксения Ефремовна çак уява килнисенчен чи асли пулчĕ. Вăл хăйĕн мăшăрĕпе Василийпе çичĕ ача çуратса ÿстернĕ, шел пулин те, иккĕшĕ çут тĕнчерен уйрăлнă. Вăтăр çул пĕрле пурăннă хыççăн мăшăрĕ те çĕре кĕнĕ. Тăхăр вунна кайнă кинемейĕн ачисем çунатти айĕнчен вĕçсе тухнă ĕнтĕ. Тăван килĕнче вăл Коля ывăлĕпе пурăнать.

Григорьевсен ăру йывăççи те çулран çул пысăкланса, сарăлса пырать. Ксения Ефремована ачисем кăна мар, вун пĕр мăнукĕ тата вĕсен вунă ачи савăнтарса, вăй-хал парса пурăнаççĕ.

Анна Егоровна Чукмаркина сакăр теçеткерен каçнă, çапах алă усса лармасть. Пĕчченех пурăнать пулсан та картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усрать. Вăл çирĕм çул сысна ферминче вăй хунă. Ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн хĕрарăмăн сăнĕ темиçе çул Хисеп хăми çинчен кайман.

Çирĕм виçĕ çул почтальонкăра ĕçленĕ Любовь Ивановна Моськина хăйĕн ĕçĕ çинчен çапла каласа кăтартрĕ:

– Малтан хаçатсене колхозсем урлă çырăнтарма май пурччĕ, çавăнпа та килсене пичет кăларăмĕсем темиçешер экземпляр килсе тăратчĕç. Хутаç яланах йывăрччĕ, çырусемпе открыткăсем, хаçатсем туллиехчĕ. Асфальтлă çул пулманнипе йĕпе-сапара кансĕрччĕ. Халĕ вара хаçат-журнал çырăнма укçи-тенки те чылай кирлĕ, вулаканĕсем те сахалрах.

Анна Порфирьевна Порфирьевапа та калаçма май килчĕ. Вăл çамрăксене питĕ хĕрхенет.

– Эпир фермăра ĕçленĕ, колхозра тăрăшнă, тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Вăхăта ахаль ирттермен. Хальхи ывăлсемпе хĕрсем вара ĕçсĕр лараççĕ. Вĕренсе тухса дипломсем илеççĕ, анчах та ирĕксĕрех «шапаша» çул тытаççĕ. Хуçалăхсем арканман-тăк урăхларах пулнă пулĕччĕ те, – пăшăрханăвне пĕлтерчĕ вăл.

Хапăсри шкулта 42 çул ачасене чунне парса вĕрентнĕ Александра Ефремова çинчен те каласа хăварас килет. Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе ачана ăс парса пурнăç çулĕ çине кăларман-ши; Хĕрĕ Ираида Александровна та амăшĕн çулнех суйланă. Вăл шкулта вырăс чĕлхи учителĕ пулса ĕçленĕ.

Ватă çынсем хастар, маттур пулнишĕн, йывăрлăхсене çĕнтерсе пуçа усмасăр малалла утнишĕн, çемье çавăрса сак тулли ача-пăча çитĕнтернишĕн чунăм савăнать. Хальхи яшсемпе хĕрсем пек эрех-сăрапа иртĕхмен, пирус туртман вĕсем.

Ял тăрăхĕн администрацийĕ, культура ĕçченĕсем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем малашне те хаваслă уявсем ирттерессе шанас килет. Пирĕн, çамрăксен, ватăсене манас марччĕ, вĕсене хавхалантарса, пулăшса пырасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика