Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔРЕНТЕКЕН, МУХТАН: ЭС – ĂС-ХАКĂЛ МУЛНЕ САРАКАН!

07 октября 2009 г.

Шкул вĕсемшĕн – иккĕмĕш кил, ачасем вара – иккĕмĕш çемье. Пĕтĕм пурнăçĕ – тăхтавсăр тата каникулсăр. Вĕсем – пĕлÿ, йăласене тата гуманитарин аслă хаклăхĕсене хывакансем.

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕсем 750-а яхăн ĕçлеççĕ. Вăл шутра Раççейĕн тава тивĕçлĕ учителĕ пĕрре, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем 25-ĕн, «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» палла тивĕçнисем 50-ăн, аслă категориллĕ вĕрентекенсем 78-ăн.

Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Калининăри, Аçăмçырминчи, Ярмушкари, Санарпуçĕнчи шкулсем, поселокри «Рябинка» ача сачĕ, ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ – райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов мал опыт саракан вĕрентÿ учрежденийĕсене мухтаса палăртрĕ. Профессилле уявĕнче уйрăм вĕрентекенсен ячĕсем те тĕслĕхлисен йышĕпе янăрарĕç: Оксана Жебелевская – Хапăс, Геннадий Кошкин – Калинино, Нина Михайлова, Владимир Максимов – Кÿстÿмĕр, Светлана Борисова – Кульцав, Григорий Степанов, Елена Шарипова, Татьяна Петрова – ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ... – олимпиада-конкурс çĕнтерÿçисене хатĕрлекенсем.

– Ĕçлĕ кашни кун чун хавалĕ кÿтĕр, çĕнĕ пĕлÿ патне турттăр, кăмăлсем ан хуçăлччăр, ытларах ырри пултăр! – ăнăçу сунчĕ Николай Никитич.

Вăрнар районĕ экономика кăтартăвĕсемпе кăçалхи тăхăр уйăха ÿсĕмпе вĕçленĕ. Промышленноç таварĕсене 4 миллиард ытла тенкĕлĕх туса кăларнă тата сутнă, ял хуçалăх производстви пĕр миллиард ытла тенкĕпе танлашать. Тырпул тухăçĕ – гектартан 26, çĕр улмин вăтамран 200 центнер. Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин çак цифрăсене ахальтен илсе кăтартмарĕ. «Çак çитĕнÿре сирĕн те тÿпе пур, эсир экономикăпа социаллă сферăн мĕнпур отраслĕ валли пурнăç çыннисем хатĕрлетĕр, мĕн пĕчĕкрен вĕсенче ăслăлăх, ĕçченлĕх вăрлăхĕсене хыватăр»,– терĕ вăл районти культурăпа кану центрне пухăннă педагогсене тав туса.

21-мĕш – çĕнĕ шухăшсен ĕмĕрĕ. Çавăнпа та Анатолий Иванович пĕлÿпе ăс-хакăл, культурăпа кăмăл-сипет пуянлăхĕсене саракансене вĕрентÿри чи çĕнĕ меслетсемпе хатĕрсене алла илесси, обществăри улшăнусене курса тăрасси, сывă ăру çитĕнтересси çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине аса илтерчĕ.

– Ăслăлăх вăрлăхне акма, ырă ĕçсем кăна тума, тăван шкул, район чысне упрама тупа тăватпăр! – аслăрах ĕçтешĕсем умĕнче «экзамен» тытрĕç районти педагогсен йышне çĕн варкăш илсе килекен çамрăксем. Эвелина Еремеева Кÿстÿмĕрти вăтам шкулта, Алина Львова Кĕçĕн Кипекри шкулта вырăс чĕлхипе литературине, Тамара Журавлева Хирпуçĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентме тытăннă. Дина Алексеева – Кÿстÿмĕр шкулĕн аслă вожатăйĕ, Надежда Иванова – районти диагностикăпа консультаци центрĕн учитель-дефектологĕ.

Тепĕр ырă йăлана та асăнмалла. Вĕрентекенсем ĕçлĕ костюмĕсене спорт формипе ылмаштарса сывă пурнăç йĕркине сарассипе кашни çулах паха тĕслĕх кăтартаççĕ. Кăçалхи эстафетăна, вăл иртнĕ шăматкун Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулăн стадионĕнче иртрĕ, пĕтĕмпе 23 команда хутшăнчĕ. Старта предметниксемпе пĕрлех директорсемпе вĕсен çумĕсем те тухрĕç. Сивĕ çумăра пăхмасăр стадионта савăнăçлă лару-тăру кăна хуçаланчĕ. Кашни тапхăр тĕрлĕ результатсем пачĕ. Малтанласа Туçи Çармăс шкул команди лидерсен йышĕнче пычĕ. Анчах та чăрăшкас-хирлепсем пуринчен самай çивĕчрех пулчĕç. Вĕсен кăтартăвĕ чи лайăххи – 4х400 эстафетăна вĕсем икĕ минут та 59 çеккунтра вĕçлерĕç. Иккĕмĕш вырăнта – Вăрнарти 1-мĕш (3,07), виççĕмĕшĕнче Çĕрпелти (3.09) вăтам шкулсен командисем пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене те виçĕмкун савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç.

Чăрăшкас Хирлепри шкулта тимлекен Алинапа Петр Кузнецовсем çак старта иккĕшĕ те хутшăнчĕç. Учитель кунĕ тĕлне районти вĕрентÿ пайĕ çул панă çĕнĕ проектра ахальтен çĕнтермен ĕнтĕ мăшăрсем. «Спортпа туслă çемье» – ырă ят вĕсем çумне чыслă самантра «çыпăçрĕ». Раççейри Çамрăксен çулталăкне халалласа тата çамрăк çемьесен статусне ÿстерес тĕллевпе вĕрентÿ тытăмĕнче тимлекен мăшăрсем хушшинче «Çамрăк – симĕс мар» конкурса вара пĕтĕмпе сакăр çамрăк çемье хутшăннă. Çĕнтерÿçисене тăватă номинаципе палăртнă. Татьянăпа Сергей Волковсем (Туçи Çармăс) – «Пĕр сăн ÿкерчĕк историйĕ», Еленăпа Владислав Владимировсем (Аçăмçырми) – «Нумай ачаллă çамрăк çемье», Людмилапа (Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта тимлет) Евгений (Пăртас шкулĕнчи истори учителĕ) Карповсем – «Пирĕн пепке» номинацисен çĕнтерÿçисем.

Чăнах та, пирĕн вĕрентекенсем – пур енпе те тĕслĕх кăтартакансем. Районта иртекен массăллă культура мероприятийĕсене хутшăнакансем поселокри шкулсенче ĕçлекенсен квартечĕсене пĕрре мар пăхса киленнĕ ĕнтĕ. Лилия Степанова, Альбина Павлова, Лия Пелевина, Эльвира Данилова (1-мĕш шкул), Татьяна Сапожникова, Людмила Смелова, Наталья Игнатьева, Светлана Антонова (2-мĕш шкул) ĕçтешĕсене хальхинче те илемлĕ юрă парнелерĕç. Хăйсем вара районăн обществăлла пурнăçне активлă хутшăннăшăн Вăрнар район грамотисене илчĕç.

Чи пысăк сум вара – вĕрентÿ маякĕсене. Вăрнарти 1-мĕш шкул директорĕ Владимир Малов, кĕçĕн классен учителĕ Нина Бурмистрова, поселокри «Солнышко» ача сачĕн ертÿçи Ирина Львова вĕрентÿри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçрĕç.

Раççей Вĕрентÿ тата наука министерствин Хисеп грамотисемпе Малти Ишекри тата Санарпуçĕнчи шкулсен истори учителĕсене Анатолий Иванова тата Николай Смирнова, Аçăмçырминчи ют чĕлхе учительне Антонина Петрована чысларĕç.

Çакнашкал грамотăсемех çĕршывра ирттернĕ конкурссенче палăрнă вĕрентекенсене те тивĕçрĕç: Санарпуçĕнчи ют чĕлхепе технологи учительне Раиса Гордеевана, Калининăри географи учительне Галина Зайцевана, 1-мĕш шкулти истори тата кĕçĕн классен учителĕсене Ирина Малицкаяпа Нина Бурмистрована, Мăн Явăшри физикăпа информатика учительне Альбина Фоминана. Республикăри «Самый классный классный» конкурс çĕнтерÿçине – Хапăсри шкулта тимлекен Оксана Жебелевскаяна Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин 1 степеньлĕ Дипломĕпе наградăларĕç.

Малти Ишекри шкул директорĕн Светлана Павлован, Чăрăшкас Хирлепри физкультура учителĕн Ирина Петрован, ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн педагогĕн Светлана Иванован портфолионче – Вăрнар районĕн, Шĕнер Ишекри кĕçĕн классен учителĕн Людмила Иванован, Кĕçĕн Кипекри аслă вожатăйăн Олимпиада Степанован, Санарпуçĕнчи вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Павлован, Калининăри чăваш чĕлхипе литератури учителĕн Алиса Яшнован вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисем хушăнчĕç. Профсоюзра палăрмалла ĕçленĕшĕн Санарпуçĕнчи вĕрентекенсен пуçламăш професси пĕрлешĕвĕн председателĕ Ольга Алексеева профсоюзсен республикăра пуç пулса тăракан комитечĕн грамотине илчĕ.

Сире вĕренекенсем юратчăр, сирĕн ĕçе хаклаччăр, чăтăмлăх нихăçан та ан чактăр, çумра яланах ачасен çутатакан куçĕсем пулччăр... – ăнăçу сунса тепĕр çулччен сыв пуллашрĕç педагогсем. Умра вара – ăсталăха пур енлĕн кăтартмалли, шыравпа çĕнĕ идейăсене пурнăçа кĕртмелли тапхăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика