03 октября 2009 г.
Унпа калаçнă майăн «Çын шăпи» кинофильмри сестра-санитарка куç умне тухрĕ. (М.Шолоховăн «Судьба человека» калавне чăвашла «Этем кун-çулĕ» тесе куçарнăччĕ). Вăрçă хирĕн çап-çамрăк пирĕштийĕ тăнчах тăнне çухăтнă Андрей Соколова вилĕмрен çăласшăн сĕтĕрет, кашни утăм-куçăмшăн макра-макра тапса хирĕнет. Пин-пин хĕр-упраç çапла пин-пин салтака фронта, пурнăçа каялла тавăрнă...
Госпиталь алăкне пырса
тăнă пирĕн Лисук вара тин кăна вун тăваттă тултарнă.
– Эй, ачи, тасал, юрамасть сан кунта çÿреме! – хăратнă ăна КПП будкинчен тухса тăнă хуралçă.
– Сире паянах санитарка кирлĕ. Хамăр ялти Варвара каларĕ. Вăл кунта ĕçлет, Уливанова хушаматлă. Эп халех ĕçе пуçăнма хатĕр!
– Мĕн тума пĕлетĕн-ха; – шăлне йĕрет салтак.
– Колхозра аппасемпе пĕрле виçĕ çул апат пĕçертĕм. Повара пултаратăп. Вут хутатăп. Суран çыхма пĕлетĕп...
– Ташласа кăтарт!
Хĕрача такмакне янраттарса ташша çаптарма тытăнать.
– Тăватă класс хыççăн шкулта вĕренесси пулмарĕ, – терĕ Елизавета Емельяновна. – Пĕрмаях ĕçленĕ те ĕçленĕ. Госпиталь ĕмĕрлĕхе асра юлчĕ.
Сăмах вăрçă вăхăтĕнче Вăрнарти санаторинче уçнă 3065-мĕш номерлĕ эвакогоспиталь пирки пырать. Е.Е.Вадяшева унта 1943 çулхи кĕркунне пырса тухнă. Хăйĕн тĕрлĕ енлĕ тивĕçне питĕ хăвăрт хăнăхса çитнĕ. Краватьсен хушшипе вут кĕлти пек хĕрÿллĕ чупкаланă. «Пирĕн Пулькă», – тетчĕ мана Яков Матвеевич главврач. «Пулькă амантать, вĕлерет...», – тесе хирĕçлеттĕм. «Эс – сиплекен пулькă, вĕлле хурчĕ евĕрли...». Ман пуриншĕн те пĕр ят пулнă: «Доченька!»
Каçал чăвашĕ (Комсомольски районĕ) чăн-чăн ятне пĕлесшĕн çуннă-мĕн. «Коля Ивановчĕ вăл. Тăн-тăн моряк. Мана юратса пăрахнă, тен; Хăюллă калаçатчĕ те, пур пĕр вăтанатчĕ. Малтан хăйне яхăнне те çутарасшăн пулмарĕ...».
Санитаркăн пĕр сменăра, иртен пуçласа кăнтăрлаччен, ваннăра вун икĕ салтак çумалла пулнă. Шывне Вурнаркăран мар, тарăн çырмаран алă вĕççĕн йăтнă. Титан хуранĕнче вĕретнĕ. Ашшĕ, Емельян Павлович, хĕрне, санитаркăна, шăтăр-шăтăр курăс мунчала туса панă. «Эп çунисем рак пек хĕрелсе лăштăр йăванатчĕç. Главврач малтанхи сменăрах тĕлĕннĕ: «Мĕн турăн эс ман ачасене; – тет. – Апата лармалла, вĕсем пур, вилнĕ пек çывăраççĕ!» Яков Матвеевич та, Вера Ивановна та, аслă сестра, кулма-шÿтлеме юрататчĕç: «Мĕнлереххисем тĕл пулаççĕ унта сан;» – текелетчĕç. «Уй, темли те пур, тулĕк маншăн пурте пĕрех!» – тесе тавăраттăм.
Хĕрĕх градуслă раштав сиввисем çитнĕ май санитаркăсем ĕçрен тарма пуçланă. Елизавета Емельяновна хăйĕн çур çулне çирĕппĕн чăтнă. Аманнисене пуйăс патне тухса кĕтсе илнĕ. Сиплев корпусĕсенче вĕсене çÿлти хута наçилккапа йăтнă. Икĕ хутлă çуртра куллен çирĕм тăватă кăмака хутнă. Çавăн чухлех кĕленче тăрпара çунакан краççын ламписене асăрхаса тăнă. Çумалли, тасатмалли чакман, катăлма пĕлмен. «Доченька», çут çанталăк парнеленĕ пултарулăхĕ пуртан пуль, пуринпе те вашават калаçма, кашни-пĕрне хĕрхенме, шеллеме, хавхалантарма чун сăмахĕ тупнă. Сменăра палатăна пырса кĕрсен тăватă чĕлхепе – вырăсла, чăвашла, мордвалла, тутарла – салам янăратнă: «Солдаты! Моряки! Офицеры! Всем желаю здоровья! Наше дело правое, победа будет за нами!» Палатăна чăтăмлăх, паттăрлăх хумĕ юхса кĕнĕ, ыратнăран анрашакан та, Андрей Соколов пек тулашакан та пĕр авăка шăпăрттăн шăла çыртнă. Витĕрех пÿр-юн çапнă вата-бинтпа тимĕр çатма çине чăнкăр та чăнкăр ÿкекен осколкăсене врач-хирург аллинчен мĕн чухлĕ йăтман-ши Лиза-санитарка! (Каллех «Çын шăпи» кинори эпизод аса килет).
– Александр Трофимович Горбуновпа паллашса кайрăмăр. Хăй май çук хаваслăскер. Хут купăсне вылятма тытăнать те, халсăррине те чун кĕрет. «Катюша», «Вставай, страна огромная!..» янăрать. Юрра курма пухăннисем те ярса илеççĕ. Сасси тухайманнин куçĕнчен шăпăр-шăпăр куççуль тăкăнать. Кĕç – «Концерт по заявкам!». Такмаксене эп халь те нумай пĕлетĕп. Трофимчпа иксĕмĕр чăвашла çаптараттăмăр. Вăл мана кайран арăмĕпе – Софья Григорьевнăпа пĕрле – час-часах ресторана чĕнетчĕ. Купăс çеммипе унта та юрлакаласа илнĕ...
Елизавета Емельяновна Вадяшева 1929 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Жадов районне кĕрекен Живайкино ялĕнче çуралнă. Виççĕрех ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Вăрнар районĕнчи Санарпуçне куçса килнĕ. Шкулта çак ялта вĕреннĕ. Колхозра ĕçленĕ. «Председатель, Аврам Сергеевич, фронтран аманнипе таврăннăскер, çынна пулăшма хапăлччĕ. Бригадир, Кавăрле пичи, Гаврил Платонович, хаярччĕ. Мана, ачана, колхоз столовăйĕнче ĕçлеттерчĕ. Лаçра ултă повартан пĕччен тăрса юлсан госпитале тартăм...».
Ĕç кĕнекине ăна вун тăххăрта чухне майăн 20-мĕшĕнче тыттарнă. Госпиталь хыççăн пĕрмаях санаторинче тăрăшнă. «Сиплев учрежденийĕн 50 çулхи юбилейĕнче район пуçлăхĕ Александр Ильич Кушков мана хăйĕн ăшă ытамне илсе Хисеп грамоти пачĕ...». Ашшĕ, Е.П.Вадяшев, санаторинче хуралта тăнă, кунти пушарниксемпе хуçаланнă. Елизавета 1952 çулта Хапăсри В.А.Воинова качча тухнă. Вĕсем икĕ хĕр çуратса пăхса ÿстернĕ. Виктор Александрович почтăра монтерта, унтан чукун çул çинче ĕçлесе пенсие тухнă. «Упăшкасăр тăлăха юлнăранпа тăхăр çул. Эп халь текех никамах та кирлĕ мар...».
Тăлăха тенĕрен... Килĕнче вуннăмĕш çул пĕччен. Килĕ – чи хĕрринчи. Е.Воинова пек тăрса юлнисем темиçе кил пур (тĕрĕс пĕлеймерĕмĕр: те тăваттă, те çиччĕ;). Йытă хамлаткалани илтĕнет (вĕсем улттă таранах-мĕн). Хуралçă мĕлки курăнкалать... Тĕрĕссипе пурнăç кунта сакăр вунă çул ытла вĕресе-кĕрлесе тăнă: çирĕммĕш çулсенче чукун çул ĕçченĕсем пурăннă, вăтăр çынна сыватакан санатори ĕçленĕ, кану çурчĕсем чукун çул ĕçченĕсене йышăннă, шăмă туберкулезĕпе аптăранă çĕр-çĕр ачана сипленĕ, эвакогоспиталь çар çыннисене ура çине тăратнă, университет филиалĕ уçăлса хупăннă... Анчах Мамай-капитализм аçтахи сĕм вăрман кĕтесне те кĕрсе тухнă, асăннă ретри ырлăх-хурлăха йăлтах пăрахăçланă. Ăçта пăхнă унта унчченхи цивилизаци паллисен юхăнчăкĕ. Лицейăн 282 çамрăка вĕрентсе кăларнă икĕ хутлă çурчĕ (тăхăр кабинет, библиотека, актсен залĕ, спортзал, буфет-столовăй), хăна çурчĕ, гаражсем, теплица пушă янăраса лараççĕ. Хушăран мунча таврашĕнче кăна, йытă-кушака шуйхатса, аскăнчăк шăв-шав çĕкленет...
Шутласан, шăплăх, ырлăх, хырлăх, курорт... «Ăша тунсăх тулнă вăхăтра вăрмана тухатăп. Амур мана салтакпа пĕрех çивĕч хураллать, снаях ман умран-хыçран çаврăнса чупать. Кушакăмсем ăсатаççĕ, кĕтсе илеççĕ, пуç вĕçне, ура хушшине ларса мана сиплеме хăтланаççĕ. Пурăнма пулать, анчах Вихтăр çавăрнă пÿртĕм çĕрĕшрĕ. Никĕсе тулашран хăйăрлă тăпрапа купаларăмăр, шалта тĕкĕсем ятăмăр, шпалерпа саплакаласа тăратăп. Хĕрÿ хутсассăн та кăмака хăвăрт сивĕнет. Тÿлевсĕрех тăрă тÿрлетме пулăшакансем тупăнчĕç...».
Кинеми хаш! сывларĕ те сăмахне хăйпе хăй калаçнăн тăсрĕ.
– «Пулькăсăр», «Доченькăсăр» пуçне манăн виççĕмĕш хушма ят та пулнă, А.Т.Горбунов туянтарнăскер: «Отчаянная», – тетчĕç. Ытлашши пуçсăр, чарусăр тени пулать-мĕн.
Шутсăр ĕшеннĕ хыççăн вăл ĕмĕрхи хыр айне ÿксе Пÿлĕхçе тархасланă. Станцă енне вирхĕнтерсе чупнă. Çар çыннисемпе тултарнă пуйăс çине ăна, ăнран кайнăскере, пăравус хашлатса тапраннă самантра пĕр офицер икĕ хулĕнчен ярса илме ĕлкĕрнĕ. Вакунра пĕрисем чей, теприсем сахăр катăкки сĕннĕ. Хăйсен тăван ачи пек, хулпуççирен лăпкаса, тăна кĕме ÿкĕтленĕ. Ку вара пăрехмай, Хусана çитичченех, ухмаха тухнăн макра-макра кăшкăрнă: «Пиччеме çухатрăм! Сиртен кам та пулин Петĕр Вадяшев çинчен илтнĕ-ши;!» Шел, Петĕрпе тĕл пулни тупăнман. Арçынсем хĕрачана ашшĕ вырăнне хурса хÿтлĕхлĕ кăмăл çаврипе хупăрланă. «Халь сан тухăçран çитекен рейспа ĕçе таврăнма тивет», – тенĕ Хусанти пуйăс начальникĕ. Шыраканĕсем ăна чĕркуççирен иртнĕ хулăн çивĕтĕнчен, çири шурă халатĕнчен тÿрех палланă. Кондукторсем хăйсен кĕтесне чĕнсе хăналанă, тăванла калаçтарнă. Вăрнарта врачсем, сестрасем, санитаркăсем, салтаксем кĕтсе илнĕ. «Икĕ хăлхуна та кăклатăп!» – савăннă главврач, çул çÿревçе питрен-куçран чуптуса.
Вадяшевсен ултă ывăлĕнчен виççĕшĕ – Петр, Михаил, Виталий – вăрçăра пĕтнĕ.
– Ватăлтăм. Хушаматăма та («воин»! сăмахран – авт.), хушма ятăмсене те тивĕçтерейми пултăм. Кăçал пулчĕ ку. Вăрнара е санаторие виçĕ çухрăм çурă утмашкăн ман вунпĕр чăрмав урлă каçмалла – вунă рельс тата тепĕр тăрпа. Пуйăс техникум тĕлĕнче кăшкăратчĕ, ĕлкĕретĕп тесе хыпкалантăм та, виççĕмĕш рельсран такăнса ÿкрĕм. Пуçпа кутамкка – чул çинче, урасем – рельс урлă. Вихтăра чĕнетĕп: «Кил часрах!» «Солдаты! Моряки! Офицеры! Помогите!..». Сас тухмасть – шала кайнă. Пĕр тĕреклĕ çамрăк ытама илчĕ, çул çине çавăртса кăларчĕ...
Госпитальте йывăр йăтса пĕрре сулахай, тепре сылтăм аллине хуçнă («пĕр алли çĕкленмест çав...»). Шултăра шурă пыйтлă салтака аран-аран хывăнтарнă хыççăн тифпа чирлесе ÿкнĕ. «Виçĕ уйăх районти больницăра вилесле выртрăм. Атте-апая та, салтаксене те ман пата кĕртмеççĕ. Пуç – шакла, ÿт-тир – шăмă çумне тарнă. Военврач – Нина Гурьевна Шлюпкина – çăлса хăварчĕ...». Виçĕ операцие тÿснĕ вăл (пĕрре касни миçе çул тĕшне тăрать-ши;).
Вунă çул каялла вăл Вăрнарта пурăнмалăх кĕтес пирки сăмах тапратса пăхнă, хваттер ыйтса заявленисем çырнă. Хирĕç: «Сана черете тăратрăмăр» текеленĕ те, хыççăн заявленисем таçта çухални çинчен пĕлтернĕ. «Мана, пĕчĕкскерне, çăмăл кĕлте шайĕнчискерне, чăнласа йышăнман та пулас. Ку хăйпанка этемшĕн хута кĕрекен тупăнас çук, тенĕ пуль. Эп çынна сăнран, куçран пĕлме хăнăхнă. Госпитальте выртакана мĕн кирлине пĕрре пăхсах чухлаттăм. Кабинет хуçин куçĕ çупа Гайдарăнни евĕр тĕтреленнĕ пулсан, унпа калаçнин усси çук. Сĕтел начальникĕ шутсăр ĕçлĕн умри хучĕсене куçарнă вăхăтра е телефон кĕпçине пуçтахла тыллама тытăнсан, шăпăрттăн килелле тухса утаттăм...».
Фронтовиксен – влаçран нимĕн те ыйтманнисен ăрăвĕ çитес çулхи юбилей хыççăн (09.05.2010) тепĕр юбилейччен кайса пĕтет. Шурă Руç Президенчĕ А.Г. Лукашенко хăйĕн чи пирвайхи ĕçĕпе фронтовиксене шута илме хушнă, вĕсене тăхтаса тăмасăр хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Раççей та – патшалăх. Патшалăхра влаç пур. Влаçăн хăйĕн çĕршывĕпе халăхĕшĕн яваплăх пулма кирлĕ. Кун-çула Тăван çĕршыва пилленинчен сăваплăраххи мĕн пултăр;
Елизавета Емельяновна Воинован Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн удостоверенийĕ пур (серийĕ – ВВ, номерĕ – 3217156), вăл «Ветерансем çинчен» федераллă законăн 20-мĕш статйинче кăтартнă çăмăллăхсемпе усă курма тивĕç. Унăн Аслă вăрçăпа çыхăннă тава тивĕçлĕхне палăртнă медальсем виççĕ. Вăл социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи (1981), коммунизмла ĕç ударникĕ (1985) пулнă. ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров вăрçă ветеранĕсемпе уйрăм тĕллĕн тимлĕ пулма хушрĕ. Унăн, çавăн пекех, ветерансене хăлтăр-халтăр çуртран илсе тухма хушакан тĕллевлĕ программа пур. Е.Е.Воинова тĕлĕшпе çавсене шута илмеллех вырăнти влаçăн («Эп тĕркĕш пурнăçа хăнăхнă. Çын хушшинче, çын манерлĕ пуласчĕ...»).
... Пысăк тĕнчене пĕчĕк çын та юрăхлă. Ман кăкăр çÿллĕш кăна вăл. Ăна ача пек ачашшăн ытама илсе таса тÿпене çÿллĕ-çÿллĕ çĕклес килсе тăрать: «Курăр – мĕнлерех çынсем пур пирĕн!» Çавăн пек çынсем пуртан пуль, хĕвел пăхать, уйăх тухать, çăлтăр витĕр çул курăнать. Шурă кĕпе тăхăнса симĕс тутăр çыхнăскер, Вăрнар шывĕ хĕрринчи шурă хурăн пек тăрса юлчĕ вăл...