03 октября 2009 г.
РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев пенси тытăмне улшăнусем кĕртессипе алă пуснă саккунсем, тĕрĕссипе, – 2002 çулхи пенси реформин тăсăмĕ. 2010 çулта валоризаци механизмĕ – реформăчченхи, 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен йĕркеленнĕ пенси ирĕкне хакласси – вăй илет. Çĕнĕлĕх пирки паян эпир Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн пуçлăхĕпе Людмила Леонидовна РЕДЬКОВАПА калаçатпăр.
– Мĕн-ха вăл валоризаци тата вăл камсене пырса тивет;
– Валоризаци – 2002 çулччен пухнă ĕç стажĕ пур граждансен пенси ирĕкне укçан хаклани. Вăл пенсионерсене кăна мар, 2002 çулччен ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕм çитмен граждансене те пырса тивет. Ыйтусем, паллах, нумай. Çынсем хăйсен ĕç стажĕпе кăсăкланаççĕ, 2002 çул хыççăн пенсие тухнисем заявлени çырмалли е çырмалла маррипе, хăйсене валоризаци пырса тивнипе тивменнипе интересленеççĕ. Вĕсене пурне те тĕплĕн ăнлантаратпăр. Пенси фончĕн клиент службисенче стажпа çыхăннă хушма документсем йышăнаççĕ, халăхпа вырăна тухса тĕл пулаççĕ.
– Пенси капиталĕ мĕн чухлĕ тата мĕнле майпа пысăкланĕ-ха;
– Саккунпа килĕшÿллĕн, валоризаци тунă чух пенсин 2002 çулчченхи расчет капиталĕ 10 процент ÿсет тата 1991 çулччен пухнă стажăн кашни тулли çулталăкĕшĕн пĕрер процент хушса параççĕ. 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕчченхи пенси ирĕкне хакланă чухне стажа кĕртнĕ тапхăрсенех шута илеççĕ, анчах та ăна чикĕлемеççĕ.
Пенси капиталĕ мĕн чухлĕ ÿсесси ĕç стажĕнчен килет. Çавна май кашни гражданинăн хушăмĕ тĕрлĕрен пулать.
Пенсионер 2002 çул хыççăн ĕçленĕ-тĕк, шутлав кăткăсрах – кун пек чухне пенсин страхованин пĕтĕм пайне мар, мĕншĕн тесен унта страховани взносĕсене малтанах шута илнĕ, ăна валоризаци тумаççĕ, 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕчченхи пенси капиталне никĕсе хываççĕ.
– Валоризаци валли Пенси фондне заявлени çырмалла-и;
– Валоризаци тума граждансен заявленийĕ кирлĕ мар. Пенси фончĕ пенси виçине пенси ĕçĕнчи документсем тăрăх автоматизациленĕ йĕркепе хăех шутласа парать.
Енчен те пенсионер 1991 çулчченхи ĕç стажне ĕçленĕ хушма çулсем (халиччен шута илменнисене) кĕртес тесен унăн пенси службине хăйĕн ыйтса çырмалла. Çакă малтанах 45 (арçынсем) тата 40 (хĕрарăмсем) çул ытла ĕçленисене пырса тивет, мĕншĕн тесен малтан шăпах çак ĕç стажĕ кăна пенси расчечĕн чикки пулнă, нумайăшĕ çакăнтан иртнĕ çулсене çирĕплетме тăрăшман та.
– Енчен те гражданин 2010 çулчченхи январĕн 1-мĕшĕччен хушма документсем тăратма ĕлкĕреймерĕ пулсан; Вĕсене каярах тăратма май пур-и тата вĕсем тăрăх шутлава хăш вăхăтран туса параççĕ;
– 2009 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнчи 213-ФЗ "лĕ Федераллă саккунăн 37-мĕш статйин 2-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, пенси капиталĕн расчечĕн виçине тата (е) валоризаци суммине улăштарассипе çыхăннă хушма документсем тăратнă пулсан ĕç пенсийĕн виçине 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2010 çулчченхи декабрĕн 31-мĕшĕччен шутласа параççĕ. 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн çитерсен – заявлени панă хыççăнхи уйăхăн 1-мĕшĕнчен.
Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕнче хушма документсене йышăнма тытăннă, специалистсем ăнланман ыйтусем çине те тивĕçлĕ хурав параççĕ.
– Калаçушăн тавтапуç.