30 сентября 2009 г.
Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче пурăнакан-сипленекенсем спортра пысăк çитĕнÿсем кăтартаççĕ. Вĕсен çĕнтерĕвĕсем пирки эпир хаçатра пĕрре мар çыртăмăр. Акă, паянхи куна калининăсенче – инвалидсем хушшинче ирттерекен хĕллехи спорт фестивалĕн куçса çÿрекен Кубокĕ. Нумаях пулмасть ун çумне çуллахи Кубок та хушăнчĕ.
«Килте стенасем те пулăшаççĕ», теççĕ. Акă калининăсене те юлташĕ-тантăшĕсем, интернат ĕçченĕсем хавхалантарни вăй-хăват пачех ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин стационарлă учрежденийĕсенчи инвалидсем хушшинче спортăн çуллахи тĕсĕсемпе ирттерекен фестивале кăçал Калининăри психикăпа неврологи интерначĕ йышăнчĕ. Ăмăртура пĕтĕмпе ултă команда вăй виçрĕ: калининăсемсĕр пуçне Йĕпреçри, Атратьри, Турханти, Шомикри психикăпа неврологи интерначĕсен тата Кукеçри ача çурчĕн ушкăнĕсем.
Ăмăртуçăсем виçĕ тупăшура хăйсен çивĕчлĕхне, хăвăртлăхне, хăватне кăтартрĕç: шашкăлла вылярĕç, пилĕкшерĕн 700-шер метр чупрĕç тата канат туртрĕç.
Вырăнти команда спорт фестивалĕн Кубокне Калининăран ярас мар тесе пĕтĕм вăйран тăрăшрĕ. Шашкăлла выляса вĕсем 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Эстафетăра – иккĕмĕшсем, канат туртассипе пĕрремĕшсем пулчĕç. Пĕтĕмĕшле зачетра çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç. Унччен Йĕпреçре пулнă çуллахи Кубок Калининăри психикăпа неврологи интернатне куçрĕ.