30 сентября 2009 г.
Владимир Кузьмин, пирĕн ентеш, тухăçлă ĕçлекен çыравçă. Юлашки çулсенче икшер те виçшер кĕнеке кăларма ĕлкĕрет. Жанрĕсем тĕрлĕрен: юмор, сатира, документлă повĕçсем, культурăпа искусство деятелĕсене халалланисем. Сентябрĕн 22-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра унăн «Тымар» ятлă çĕнĕ романне пахаларăмăр (презентаци иртрĕ). Унта мĕнпур библиотекарьсем, хăш-пĕр хастар вулавçăсем активлă хутшăнчĕç. Владимир Прокопьевич ку произведени мĕнле çырăннипе паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Романне вăл тĕп библиотекăна унчченех парнеленĕ. Михаил Васильев роман тăрăх вулакансен конференцийĕсене йĕркелеме сĕнчĕ. «Кунта пурте пекех палланă вырăнсем, – терĕ. – Сăнарсене нумайăшне тавçăрма пултаратăр».
Виçĕ кĕнекерен тăракан хайлавсенче автор чăваш ялĕн, хресченĕн, интеллигенцийĕн пурнăçĕ çур ĕмĕр тăршшĕнче мĕнле аталанса, çĕнелсе пынине анлăн сăнарланă. Тĕнче вут-çулăмĕнче нумай ĕмĕр хушши нушаланса тĕрекленнĕ чăваш хăй çуралнă çĕрĕ çинче ырăлăхшăн, телейшĕн кĕрешет, Тăван çĕршыв тĕрекĕшĕн вăйне-халне шеллемест, инкек-синкекне парăнтарса малаллах талпăнать, йывăрлăхсене çĕнтерсе хăйĕн илем тĕнчине ырă кăмăл туйăмĕпе ăслăн, пултаруллăн пуянлатать.
Пĕрремĕш кĕнекере 20-мĕш ĕмĕрĕн 60–70-мĕш çулĕсем. Чăваш ен. Вăрманкас районĕ. Çак районти ялсем: «Чăваш çĕрĕн варрине сарăлса ларнă Хурăнвар, Тарăнвар, Кайривар тата Сăр вăрманĕн авалхи уçланкинче йăва çавăрнă Тымар, Хурашур, Авруй...».
Тымар – симвăллă сăнар. Вăл роман тăршшĕпех аталанса пырать. Эпиграфсем кĕнекесен содержанине систереççĕ: пĕрремĕшĕнче – «Таса çăлра таса шыв», иккĕмĕшĕнче – «Тымар типсен йывăç вулли хăрать», виççĕмĕшĕнче – «Такăнмасăр ÿкес мар, ватăлмасăр вилес мар».