Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ухмах Иванăн» ăслă сăмахĕ

30 сентября 2009 г.

Хăй вăхăтĕнче «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра пичетленнĕ «Ухмах Иван калавĕсене» вулакансем астума кирлĕ. Çав хайлавсенче кулăшла-путишле ĕç-пуçсене нумай çырса кăтартнă. Авторĕ, Вăрнар тăрăхĕн паллă çынни, Упнерти Иван Ильич Ильин, хĕрĕх çул вăрман хуçалăхĕнче тăрăшрĕ (1961–1974 ç.ç. Çарăклă енĕн лесничийĕ, унтан Вăрнарти вăрман пункчĕн начальникĕ), пенсире – Чапаев ячĕпе хисепленекен колхоз экономисчĕ, вăрçăра (1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрьччен) – взвод командирĕ, рота старшини т.ыт.те.

Вăл хăйĕнчен хăй тăрăхлама кăмăлланине тахçанах пĕлетĕп. «Эп 5-мĕш класран тытăнса шкулта, унтан вара институтра ют чĕлхесене пикенсе шĕкĕлчерĕм. Мана çавăншăн ухмах теме хăтланчĕç. Нимĕçле ирĕклĕ калаçма пултарни вăрçăра шутсăрах кирлĕ пулчĕ... Эп ĕмĕрлĕхе чунтан-вартан парăнса пĕр хĕрарăма юратнă. Çавăншăн та ухмах вырăнне хуратчĕç. Арăма эп унран тăлăха юлнăранпах пач манаймасăр савса чĕрере упратăп... Çумри-çывăхри, çÿлерехри начальниксем суйма пĕлменшĕн, вăрлама çураçманшăн ятлаçатчĕç: «Ухмах!». Эп ку морале парăнмарăм. Суйса е вăрласа хăйне, çынна хур тунă çын – Турă çынни мар. Кирилл Патриарх çакна асăрхаттарсах тăрать...»

– Тÿрĕ кăмăлпа, тĕрĕс пурăнасчĕ! – тет сакăр вун саккăрти ăсчах-ветеран. – Эп Горбачев «катастройкине» йышăнмарăм. Ельцин ĕçкине явăçмарăм. Шалти пĕтĕмĕшле продукта (ВВП) икĕ хут ÿстерме хутшăнаймарăм... Халăх Д.Медведев Президентăн программăллă статйине чунпа та ăспа йышăнсан аванччĕ. Дмитрий Анатольевич Раççее ĕç енне çавăрасшăн: çăкăра, пир-авăра, автомашинăпа самолета – хамăра мĕн кирлине пурне те хамăрăн тумалла. Уй-хире, заводсене чун кĕртмелле. Ырлăх кÿрекене, пурлăх тăвакана мала хумалла. Ак, калас-тăк, миллиардерсем пурне пĕрле илсессĕн те ман чухлĕ йывăç лартса ÿстермен. Эпир лартнисене леш енне сĕтĕреççĕ...

Ветеран шучĕпе, хăвна этем ретлĕ туйма миллионсем кирлех мар. Ĕç укçипе йÿнеçтернĕ хушăрах ăна хисеплĕ чылай ятсемпе чысланă. Çапăçури тавçăрулăхĕшĕн Совет Союзĕн Геройĕ ятне пама хатĕрленнĕ. Анчах... орденсемпе çырлахтарнă. Кÿренмест. Вун виçĕ хутчен наркозлă операцие тÿснĕ. Иккĕмĕш ушкăнри инвалид. Аптраман. Хăйне пăхма пĕлнĕ, халĕ те пĕлет. Кострома вăрманĕн инженерĕ унта та пÿрт-çурт лартнă, выльăх-чĕрлĕх усранă. Тăван ене ятне-сумне хăпартса таврăннă. Упнер ялĕн кăнтăр кĕтесне вырнаçтарнă пÿрчĕ аллă виççĕмĕш çул тăн-тăн ларать (хыр-чăрăш-çке-ха). Тул енчен хĕвеллĕ сарă сăрпа çутатнă – катаранах курăнать. Шал енĕ те чун-чĕрене ăшăтса килентерет. Пурте вырнаçуллă. Пĕтĕм хăтлăх хуларилле. Веçех евроремонтран ирттерсе маçтăрланă (хĕрĕн, Любовь Ивановнăн пултарулăхĕ çавнашкал). Шур мунчара – сауна, хуть те вуннăн кĕрсе çапăн. Таса çынсене çутă, хитре пурăнни килĕшет!

Любовь Ивановна ашшĕн кун-çулне кĕнекелеме кÿлĕннĕ. Куна çапла сăлтавларĕ:

– Çитес çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине уявлатпăр, – терĕ Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев сентябрĕн 15-мĕшĕнче пичетленнĕ статйинче. Вăл иртнине урă куçпа хаклама, хамăрăн историпе хал-хăват кÿнĕ çынсемпе тимлĕ пулма чĕнет. Ман атте – ĕçпе вăрçă паттăрĕ. Чăн-чăн патриот. Унăн пурнăçĕнче ыррине пайăрламалли пайтах. Вĕсем çитĕнекен ăрусемшĕн тĕслĕхлĕ уроксем вырăнне пулĕç.

– Президент статйине «Раççей хаçатĕнче» лупа витĕр пăхса вуларăм, – хушса хурать Иван Ильич. – Унта мана çывăххи питĕ нумай. Пурăнас килет. Пермьри мăнукăм, Çеркей, оптика кабелĕсем тăвакан заводри гендиректорăн çумĕ, пирĕншĕн нимĕнле кризис та çук тесе çырать. Савăнтăм. Ак тата Павел Матвеевич янă телеграмма хавхалантарчĕ...

П.М.Верхунов академик, Мари Элти вăрман техникин институчĕн профессорĕ, унăн юбилейĕнче ларнине астăватăп. Халĕ авă юлташне çуралнă кунĕпе саламланă. Раççее малалла тĕртме, тенĕ унта, халĕ, тен, пушшех те, питех те питĕ санашкал сатур кăмăллисем кирлĕ!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика