30 сентября 2009 г.
Воспитательсемпе шкул çулĕчченхи ĕçченĕсен профессилле уявĕ кăçал «Хамăн профессипе мăнаçланатăп, мĕншĕн тесен ачалăха темиçе хутчен таврăнатăп» девизпа иртнĕ. Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов хăйĕн сăмахĕнче çитĕнÿсем çинче чарăнса тăнă. Иртнĕ çул поселокри «Рябинка», кăçал кунта тимлекен музыка руководителĕ Елена Лосева Чăваш ен Президенчĕн гранчĕсене тивĕçнĕ. Калининăри «Светлячок» ача сачĕ вĕрентÿ проекчĕпе республикăра палăрнă.
Уявра та шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учрежденийĕн ĕçченĕсем наградăсене тивĕçнĕ. Район грамотипе Калининăри «Светлячок» ача сачĕн воспитательне Ирина Волкована, поселокри «Рябинка» ача садĕнчи физкультура ертÿçине Татьяна Тумаланована, «Солнышко» ача сачĕн медицина сестрине Светлана Климентьевана, «Ромашка» ача сачĕн поварне Марина Игнатьевана чысланă. Вунтăваттăн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисене илнĕ, вунпиллĕкĕн – вĕрентекенсен районти профсоюз пĕрлешĕвĕнне.
Калининăри «Светлячок» ача сачĕн коллективĕ ĕçтешĕсен ĕçне яр уççăн çутатакан представленипе пухăннисен кăмăлне çĕкленĕ.
Районта паянхи куна вунпилĕк ача сачĕ ĕçлет, пысăк ăсталăхлă, пуян опытлă 200 яхăн ĕçчен кĕçĕннисене пурнăçăн пуçламăш никĕсĕсене хывма хăнăхтараççĕ.