30 сентября 2009 г.
Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунне халалласа Вăрнарти тĕп библиотекăра мероприятисен ятарлă планне хатĕрленĕ. Вулав залĕнче «Çулсем иртнишĕн кулянмастпăр» ятпа кĕнекесен куравĕ ĕçлет. Унта кĕнеке-журналсемсĕр пуçне кулинари, чечексем, сад ĕрчетес енĕпе, ал ĕçĕпе CD-ROMсем вырăн тупнă.
Ача-пăча литературин уйрăмĕнче те «Ырă ĕçсемшĕн» кĕнеке куравĕ уçăлнă, ун валли кĕçĕн çулхи ачасем юратнă çыннисем валли саламлă открыткăсем хатĕрленĕ. Библиотека ĕçченĕсем поселокри «Ромашка» ача садĕнче «Юнашар ларса калаçар» ятпа калаçу сехечĕ ирттернĕ. Кĕçĕннисем хăйсен асламăшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-кукашшĕсем çинчен пысăк кăмăлпа каласа панă.