Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çын ĕçке ярăнмасть

30 сентября 2009 г.

Тунтикун Чăваш наци музейĕн конференц-залĕнче «Раççей пресси – патшалăх программине пурнăçа кĕртмелли ресурс» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин аграрлă ыйтусен комитечĕн председателĕ, Раççейри аграри юхăмĕн председателĕн заместителĕ В.Денисов, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев, Раççей Ял хуçалăх банкĕн Чăваш енри филиалĕн директорĕ И.Письменская, Чăваш Республикин культура тата национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.Лизакова, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе тимлекен комитечĕн председателĕ Н.Малов, Раççейри аграрлă журналистсен ассоциацийĕн ĕç пурнăçлакан комитечĕн председателĕ М.Петров тата республикăри, районсенчи ял хуçалăх темипе çыракан журналистсем хутшăнчĕç.

«Çавра сĕтеле» Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров уçрĕ, ял хуçалăх отраслĕнчи çитĕнÿсемпе çитменлĕхсем çинчен хаçатсенче тăтăшах çутатнăшăн, патшалăх программине мĕнле пурнăçланине тĕплĕн кăтартнăшăн журналистсене тав сăмахĕ каларĕ. Республика ертÿçи кăçалхи сакăр уйăхри кăтартусем тăрăх, мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче вăй хуракансем ÿсĕмлĕ ĕçленине – ял хуçалăх продукцине 104,2 процент туса илнине – çирĕплетрĕ. Кĕскен каласан Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче хресчен хăйĕн ят-сумне ямасть. Акă çĕр улмин те, тĕш тыррăн та тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пысăк. Кĕр тыррисене иртнĕ çулхинчен 106 процент ытларах акса хăварнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ĕç кăтартăвĕсем курăмлă: сĕт тата аш-пăш туса илесси 0,5 тата 6,7 процент ÿснĕ. Президент, хăй те ялта çуралса ÿснĕскер, ял хуçалăх теми чуна яланах çывăх пулнипе палăртрĕ. Николай Федоров уйрăм хушма хуçалăх тытакансем те агропромышленноç комплексĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнине каларĕ. Акă республикăра 43 пин ытла çын Перекет тата Раççей ял хуçалăх банкĕсенчен çăмăллăхлă кредит илнĕ. Çакă вăл республикăри кашни пиллĕкмĕш çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курнине яр уççăнах кăтартать. «Тăрăшуллă, пуçаруллă çынсем республикăра сахал мар. Вĕсем Чăваш ен мăнаçлăхĕ, тĕрекĕ, – терĕ республика ертÿçи. – Лайăх пурăнас тесен ĕçлемелле те ĕçлемелле. Тăрăшакансен вара ĕçке ярăнма вăхăт çук».

Журналистсен ĕçне Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш енри филиалĕн директорĕ И.Письменская лайăх хак пачĕ, массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче ирттерекен конкурса тата хастар хутшăнма сĕнчĕ. Ирина Николаевна патшалăх пулăшăвĕпе усă куракансен йышĕ ÿссе пынипе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа паянхи кунччен Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш енри филиалĕ уйрăм хуçалăх тытакан 15,8 пин çынна 2,5 млрд. тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредитпа тивĕçтернĕ.

«Çавра сĕтел» хушшинче журналистсем аграри секторĕнчи çивĕч ыйтусене хускатрĕç, çĕр ĕçченĕсем пекех хăйсене те ял хуçалăх таварĕсен хакĕ йÿнĕ пулни пăшăрхантарнине каларĕç.

2008–2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе йышăннă патшалăх программине пурнăçланă çĕре журналистсем те сумлă тÿпе хывнине палăртса Раççейри аграри юхăмĕн председателĕн заместителĕ В.Денисов «çавра сĕтеле» хутшăннисен асăрхаттарăвĕсене, сĕнĕвĕсене Патшалăх Думин аграри комитетĕнче пăхса тухма шантарчĕ.

Ĕçне кура – хисепĕ. Санкт-Петербургра иртнĕ «АгроРусь» курав-ярмăрккăра Чăваш ен журналисчĕсем те палăрнă, вĕсене савăнăçлă лару-тăрура хаклă парнесем парса чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика