26 сентября 2009 г.
Калинино сали витĕр республика пĕлтерĕшлĕ çулсем тухнă май ют район çыннисем хутшăннипе те сахал мар инкек пулса иртет кунта. Сентябрĕн 22-мĕшĕнче, акă, «Çĕмĕрле – Калинино» çул çинче Шупашкар çамрăкĕ автомашина рульне тытса чарайман. ВАЗ-2112 автомобильпе пыраканскер Калинино çывăхĕнче пĕр хуçалăхăн палисадникĕ çине кĕрсе кайнă. Ку пăтăрмахлă ĕç 23 сехет тĕлнелле пулса иртнĕ, унта шар курнă икĕ пассажира Вăрнарти тĕп больницăра медицина пулăшăвĕ кÿнĕ.
Унччен маларах, сентябрĕн 20-мĕшĕнче, çурçĕр иртсен Чăрăшкас Хирлепре автобус чарăнăвĕ çывăхĕнче икĕ çамрăка таптанă. Ку инкекшĕн айăплă водителе хальлĕхе палăртайман-ха, вăл вырăнтан хăвăртрах тарса çухалнă. Анчах çамрăксене таптанă автомашина кĕмĕл тĕслĕ ВАЗ-2112 пулни паллă. Милици сотрудникĕсем ку машинăн хуçине палăртассипе тимлеççĕ.
Вăрăсем те канăçа пĕлмеççĕ. Сентябрĕн 7-мĕшĕ умĕнхи каçхине, акă, такам чукун çулăн 641-мĕш километрĕнчи (Рункă ялĕ çывăхĕнчи) будкине вăрттăн кĕнĕ. Шифер айне хурса хăварнă çăра уççине вăрă тупса алăка уçнă. Мĕнпе «пуянланмалли» те сахал мар пулнă кунта – каçхи «хăна» крансем, редукторсем тата ыттине илсе тухнă. Вăл «Раççей чукун çулĕсем» обществăна (уйрăммăн илсессĕн – çулăн Сергач дистанцине) пысăк тăкак кÿнĕ.