Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйăхлăха пĕтĕмлетсе

26 сентября 2009 г.

Августăн 20-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен республикăра Ачасен хăрушсăрлăх уйăхлăхĕ иртрĕ. Çак тапхăрта пушар хуралĕн сотрудникĕсем те ачасен пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе вĕренÿ заведенийĕсен ертÿçисемпе, педагогсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлерĕç. Районти вĕренекенсем, шкул ÿсĕмне çитменнисем асăрхаттару тĕллевлĕ чылай мероприятие хутшăнчĕç. Çавăн пекех кашни шкулта, ача садĕнче чрезвычайлă лару-тăрусенчен хÿтĕленессипе, пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе калаçусем йĕркелерĕç. 4–11 классенче пĕлÿ пухакансем çак темăсенех сочинени-диктантсенче хускатрĕç, конкурс-викторинăсенче хăрушсăрлăх пирки мĕнле шайра пĕлнине кăтартрĕç, пушара сÿнтермелли пĕрремĕшле хатĕрсемпе паллашса вĕсемпе усă курма та хăнăхрĕç. Ачасем, çуллахи каникул вăхăтĕнче тимлĕхе çухатнăскерсем, инкеке ан лекчĕр тесе, ку çивĕч ыйтăва вĕренÿ заведенийĕсенче педканашсенче, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче сÿтсе яврĕç.

Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекенсем, акă, Е.Гнилушина вожатăйпа пушара хирĕçле пропаганда Центрĕн Йĕпреçри филиалĕнче пулса курчĕç. Каласа хăвармалла, вĕсем ку филиала çулсеренех тухса çÿреççĕ. Анчах ытти шкулсенче çакнашкал экскурсисем йĕркелесси темшĕн йăлана кĕмен.

Ачасен хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхне ирттерессине ВДПО-н районти производство участокĕ те пысăк тÿпе хыврĕ, асăрхаттару мероприятийĕсене йĕркелеме хутшăнчĕ тата конкурс-викторинăсенче çĕнтерекенсене парнесемпе хавхалантарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика