Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инди артисчĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ

26 сентября 2009 г.

Пирĕн республика Раççейри тĕрлĕ регионсенчен, ют çĕр-шывсенчен килнĕ хăнасене яланах тарават. Политиксем, тĕрлĕ сферăри ăсчахсем, паллă артистсемпе çыравçăсем... – Чăваш ен аталанăвĕпе, социаллă тата культура пурнăçĕпе кăмăлласах паллашаççĕ. Нумаях пулмасть, республикăн тĕп хули аякри Индирен килсе çитнĕ Рандхир Капур актер-режиссера (вуншар фильмра ÿкерĕннĕ, тĕнчипе паллă Радж Капур актерăн ывăлне), Прашант продюсера тата Индин Мускаври Посольствин Пĕрремĕш секретарьне Санджив Синкха йышăннă. Вĕсем Инди киновĕн Шупашкарти фестивалĕн тĕп хăнисем пулчĕç. Анчах пирĕн районшăн чи пĕлтерĕшли, мăнаçланмалли – фестивале уçма, Инди артисчĕсене Чăваш çĕрĕ çинче авалхи йăлапа – çăкăр-тăварпа – кĕтсе илме Калининăри шкулта вĕренекенсене шанни. Ку шкул – республикăра хăйсене чи аван кăтартакансенчен пĕри, вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕ пуçарусене чи малтан йышăнса пурнăçа кĕртет. Хăйсен хастарлăхĕпе, анлă пултарулăхĕпе тивĕçнĕ те калининăсем çакнашкал чыса.

«Çеçпĕл» кинотеатрта уçăлнă чăн-чăн уява Калининăран 28 ача – чи лайăх вĕренекенсем, пултаруллисем, шкул пурнăçĕнче хастар палăрнисем – хутшăннă. Наташа Леонтьевапа Игорь Манишев сумлă хăнасене чăваш çăкăр-тăварне хисеплесе тутанса пăхма сĕннĕ, аслă классенче пĕлÿ пухакан хĕрсем (Катя Кошкина, Марина Иванова, Аня Ананьева, Наташа Лаврентьева) хÿхĕм чечек çыххисем парнеленĕ. Инди артисчĕсем каярахпа пĕлтернĕ тăрăх, шкул ачисем чăвашла-вырăсла-акăлчанла сăвăласа хапăлласа кĕтсе илни, республикăн илемĕпе тата сумлă çыннисемпе паллаштарни, Чăваш енпе Инди çĕршывĕ хушшинчи туслăха çирĕплетме сĕнни вĕсемшĕн чи тĕлĕнмелле те ырă самант пулнă. Сцена çине салам сăмахĕсемпе тухнисем: Дина Павлова, Коля Афанасьев, Регина Галкина, Вика Кудрявцева, Максим Репин, Надя Капитонова, Анжела Капитонова. Люда Капитонова парнеленĕ инди ташши вара кĕске самантлăха тăван тăрăха çитерни пирки пĕлтернĕ хăнасем, хĕрачан ăсталăхне палăртса мухтанă.

«Çакнашкал фестивальсем виçĕ хулара – Мускавра, Чулхулара, Шупашкарта – кăна иртнĕ. Чăваш енри фестивале уçма ăнăçни, Культура министерстви çак тивĕçе шанни – пирĕншĕн калама çук пысăк чыс. Паллă актер-режиссерсемпе паллашни, унтан та ытларах вĕсене пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе саламлама пÿрни ачасемшĕн кăмăллă, çав вăхăтрах питĕ хумхануллă пулчĕ. Нумаях пулмасть, акă, шкула Чăваш ен Культура министерствинчен шăнкăравларĕç, хăнасене чаплăн кĕтсе илме пулăшнăшăн пире тав турĕç. Вĕсем чăваш халăхĕ питĕ ырă кăмăллă пулни, шкул ачисем çав тери кăмăла кайнине пĕлтернĕ иккен. Çакă пире малашне те çÿллĕ шайра ĕçлеме вăй-хăват парĕ», – пĕлтерчĕ Калининăри шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова, хăйĕн вĕренекенĕсене мухтаса.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика