Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧУНĔСЕНЕ ПАРСА ĔÇЛЕНĔ

26 сентября 2009 г.

Вĕсем – потребкоопераци тытăмĕн мăнаçлăхĕ, Вăрнар райпо аталанăвĕн чĕрĕ историйĕ. Пĕтĕмпе 213-ĕн, лайăх ĕçшĕн хăй вăхăтĕнче пурте тенĕ пек Чăвашпотребсоюзăн, нумайăшĕ Центросоюзăн чыславне тивĕçнĕ.

Çуршар ĕмĕре яхăн хăйсен пурнăçне панă вĕсем тăван предприяти тăнăçлăхĕшĕн. Вăрнар райповĕ аталану çулĕпе вĕсен куçĕ умĕнче утнă, паянхи лавкка-кафесем вĕсен тăрăшулăхне пула çĕкленсе ларнă. «Йывăр условисенче тимленĕ, анчах та пирĕн хушăра нихăçан та нăйкăшакан пулман», – çирĕплетрĕç тĕл пулура Вăрнар райповĕн ветеранĕсем.

Райпо канашĕ хăйĕн аслă та хисеплĕ ăрăвне нихăçан та манмасть. Çакнашкал тĕл пулусене ветерансене тăтăшах йĕркелесе парать.

Ку хутĕнче потребкоопераци тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене тĕплĕ юсав хыççăн çĕнелнĕ 1-мĕш столовăйăн илемлĕ залĕнче пуçтарчĕç. Ветерансем, вĕсем хушшинче паян ĕçлекенсем те пур, иртнĕ вăхăта тулли кăмăлпа аса илчĕç.

Нина Дмитриевна

АБРАМОВА:

– Вăрнара эпĕ вăрçă вĕçленнĕ çул килнĕ. Тÿрех общепит кантурне кайрăм – официанткăра ĕçлес килнине пĕлтертĕм. Ку манăн ача чухнехи ĕмĕт пулнă. Манăн атте ресторанта ĕçлетчĕ. Пĕррехинче эпĕ ялтан унăн ĕçне килтĕм. Алăк хушăкĕнчен курни ĕмĕрлĕх ман куç умĕнче юлчĕ. Хура юбка, кĕрен кофта тăхăннă, шурă саппун çакнă хĕрсем мана юмахри фейăсем пекех туйăнчĕç. «Ÿссен официантка пулатăпах!»– тĕллев лартрăм эпĕ.

Ĕмĕт тулчĕ. Общепит тытăмĕнче 46 çул иртрĕ. Эп официанткăра ĕçлеме пуçланă столовăй хальхи почта вырăнĕнчеччĕ. Кĕçех пире хальхи ресторан вырăнĕнчи юсаса çĕнетнĕ «Чайнăя» куçарчĕç, мана буфетчицăна лартрĕç. «Чайнăй» çурçĕрте хупăнатчĕ, киле пĕр сехетре кăна çитнĕ. Ирхи улттă валли каллех ĕçе. Пирĕн заведенирен çын кунĕн-çĕрĕн татăлман. Вĕсене пăхнисĕр пуçне вăрмана хăрăк туратсем патне çÿреттĕмĕр.

1962 çулта хальхи 1-мĕш столовăй вырăнĕнче ресторанпа универмаг ĕçлеме пуçларĕç. Кунта эпĕ 29 çул пĕр улшăнмасăр буфетчицăра тăрăшрăм. Условисем, паллах, лайăхрахчĕ.

Килте те йывăрлăхсем сахал мар пулнă. 33 çулта мăшăрсăр тăрса юлтăм, виçĕ ачана пĕчченех пăхса çитĕнтертĕм. Тавах Турра, вĕсенчен пĕри те туртмаççĕ, эрех-сăрапа иртĕхмеççĕ, хама нихăçан та пĕр усал сăмах каласа курман. Халĕ манăн мăнуксем те, кĕçĕн мăнуксем те пиллĕк.

Халĕ райпо лавккисемпе столовăйĕсене кĕрсен чун савăнать. Çак условисенче пĕр çур сехет те пулин ĕçлесе курасчĕ тетĕп тепĕр чухне...

Тамара Александровна

АБРАМОВА:

– Вăрнар поспоне эпĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче пырса кĕнĕ. Счетоводран пуçланă. Ĕç укçи 27 тенкĕ те 50 пуспа танлашатчĕ. Ĕненме те йывăр – потребкооперацире 40 çул ытла ĕçлени пĕр кун пек иртсе кайрĕ. Ĕмĕрĕпех бухгалтерта тата тĕп бухгалтерта ĕçлеме тÿр килчĕ. Ытти организацисене, пысăкрах укçа çине, илĕртекен-чĕнекенсем те пулнă, анчах та манăн унталла-кунталла куçас шухăш пулман. Коллектив туслă, ĕç килĕшет – кунран лайăххи мĕн пултăр;

Историн тĕрлĕ тапхăрĕнче ĕçлеме тиврĕ. Шут ĕмĕрĕ историре юлчĕ ĕнтĕ, арифмометр, калькулятор... – сисмерĕмĕр те компьютер ĕмĕрне çитсе кĕтĕмĕр. Халĕ тĕлĕнсе пĕтерейместĕп – Вăрнар райповĕ çав йывăр условисенче мĕнле аталаннă-ши; Поселокра кирпĕчрен тунă пĕр лавкка та пулман. Вĕсем пĕтĕмпех «кулак» ампарĕсенчен çапса тунăскерсемччĕ. Хальхи «Огонек» ресторан вырăнĕнчи столовăйĕнче хĕллехи вăхăтра шыв шăнса пăрланатчĕ. Чукун çул çывăхĕнчи пекарньăра чустана алăпа çăратчĕç, вутăпа хутатчĕç. Шыва чукун çул башнинчен лашапа турттарнă.

Тавара Шупашкартан е Канашран уйăхне 4–5 хутчен кăна кÿрсе килнĕ. Вăл вăхăтра автомашинăсем пулманпа пĕрех. Тавара поселок тăрăх вăкăрсемпе турттарнине халĕ никам та ĕненесшĕн мар.

Самана таппипе Вăрнар райповĕ те аталанса пычĕ, пурлăхпа техника бази пуянланчĕ. Вăл тĕслĕхлисен йышĕнчен кайман. Çакăнта хамăн тÿпе те пур тесе шутлатăп. Теприсем, тен, бухгалтер ĕçĕ çăмăл, вăл кнопкăсем çине кăна пусса ларать тейĕç. Анчах та укçа-тенкĕне шута илесси, тĕрĕслесси, унпа усă курассине тĕрĕс палăртасси – мĕнпур ĕçĕн никĕсĕ. Предприяти ăнăçлăхĕ шăпах çакăнтан килет мар-и; 40 çул ытла пĕр улшăнмасăр тимлерĕм потребкооперацире. Манăн ĕçе Чăвашпотребсоюзăн тата Раççей Центросоюзăн Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Паллах, иртнипе паянхине танлаштараймастăн. Конкуренци пысăкран пирĕн сутуçăсене те ĕçлеме йывăртарах. Коммерсантсем ытларах хăйсен тупăшĕшĕн тăрăшаççĕ, Вăрнар райповĕ вара яваплăха мала хурать.

Александр Федорович

ФЛЕГЕНТОВ:

– Эпĕ общепитра ĕç-леме пуçланă. Пĕр вăхăт грузчикра, унтан экспедиторта тимленĕ. Шофер курсне пĕтернĕ хыççăн шофер-экспедиторта нумай çул вăй хунă. Коллектив питĕ туслăччĕ. Пĕр-пĕрне пулăшасси, çамрăксене вĕрентсе пырасси йăлараччĕ.

Тавар патне яланах ир-ирех тухса вĕçтернĕ, лавккасене вăхăтра тивĕçтернĕ.

Халĕ эпĕ хуралçăра вăй хуратăп. Райпо системинчи ĕç стажĕ – 42 çул. Яваплăха, çирĕплĕхе яланах мала хунă, хуратăп та.

Юлия Николаевна

НИКИШОВА:

– Вăрнар райпоне эпĕ 1974 çулта килнĕ. Унччен виçĕ çул ытла Элĕк райповĕнче ĕçленĕ. Гастрономра сутуçăран пуçланă. Галина Николаевна Лукина заведующи тивĕçлĕ канăва кайсан мана ун вырăнне лартрĕç. Бригада пысăкчĕ, çиччĕн ĕçленĕ. Кун сиктерсе тавар патне çÿренĕ, кашнинче икшер тонна таран кÿрсе килнĕ. Плана яланах ирттерсе пурнăçланă. Çынсемпе нихăçан та вăрçман-ятлаçман. Урамра курсан халĕ те ырăпа аса илеççĕ. Çирĕм çул ытла иртрĕ кунта, гастронома хупсан та юратнă ĕçе пăрахас, коллективран уйрăлас килмерĕ. Халĕ эпĕ 10-мĕш лавккара вăй хуратăп. Унчченхипе танлаштарсан, паллах, йывăртарах. Анчах та райпо канашĕн правленийĕ пулăшса пыни, ĕç условийĕсене лайăхлатни хавхалантарать. Конкуренци, паллах, пысăк. Халăх кăмăлне тивĕçтерес тесе халĕ эпир кăлпасси, сĕт, эрех-сăра çине хаксене пĕчĕклет-рĕмĕр. Çакă тавар туянакансен йышне ÿстерме май пачĕ. Вăрнар çăкăрне те çынсем хапăлласа туянаççĕ.

Ольга Даниловна

ШПИКОВА:

– Вăрнара 1962 çулта килсенех, унччен Красноармейски салинчи апат-çимĕç магазинĕнче ĕçленĕ, мана çăкăр лавккине ячĕç. Хваттере кайма та пĕлместĕп хам. Декретран тухнă хыççăн мана галантерея уйрăмне куçарчĕç. Кунта 27 çул заведующире ĕçлерĕм. Ĕлĕк Вăрнарта тавара курттăмăн сутакан база пурччĕ. Кунта çĕнĕ тавар килессе кашни кун сыхласа тăнă. Ассортимента çĕнетессипе, пуянлатассипе çав тери нумай тăрăшнă.

Хыççăн хуçалăх таварĕсен лавккин ертÿçинче вăй хутăм. Кунта та сентресене тултарасси, çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Кунне тăватшар машина тавар кÿрсе килнĕ. Ун чухне хальхи пек шутлă мар, пĕр йышши тавара пĕр машин, тепĕр йышшине тепĕр машин турттарнă. Тĕллеве пурнăçлаймасан чĕре çав тери ырататчĕ. Ларса канса курман, чупса ĕçленĕ.

Икĕ ача пăхса çитĕнтертĕм. Кĕçĕн хĕрĕ, Эльвира, хам çулпа кайрĕ. 20 çул ытла Вăрнар райповĕнче тимлерĕ, халĕ «Мила» тулли мар яваплă обществăра товароведра тимлет. Мăшăр та хăйĕн пурнăçне суту-илÿпе çыхăнтарнă.

Лавкка маншăн иккĕмĕш кил пулнă. Ывăннине туйман.

Галина Александровна

ГАВРИЛОВА:

– Вăрнара килсен поселокри 2-мĕш шкулта поварта ĕçлеме пуçланă. Райпора – 1977 çултанпа. 1982 çулта мана пончик цехĕн заведующине лартрĕç.

Малтанхипе хальхи вăхăтра ĕçлесси питĕ пысăк уйрăмлăхра. Поселок тăрăх витрепе, пичкепе шыв шыраса утаттăмăр, хăть хĕлле, хăть çумăрлă çанталăкра. Халĕ ĕç условийĕсем çав тери лайăх. Вĕри шывĕ те, сивви те пырсах тăрать, душевой, канализаци пур. Ĕçле те ĕçле.

Коллективра тăххăрăн тимлетпĕр. Пурте çав тери тăрăшуллă. Плана уйăхсерен тултарса пыратпăр. Çакăн валли кашниех хăйĕн тÿпине хывма тăршать. Районта иртекен мероприятисене эпир шашлăкпа, пирожкисемпе çитме тăрăшатпăр.

Малтанхи вăхăта аса илетĕп те, кунне 150-шар кило пончик пĕçерсе сутаттăмăр. Черет татăлмастчĕ.

Кунсăр пуçне эпир какай тĕтĕмлекен цех кăларнă продуктсемпе те тивĕçтеретпĕр, заказпа халăха кукăль-торт пĕçерсе, чăх-хур, сало тĕтĕмлесе паратпăр.

Пирĕн коллектив ырă ятра. Чăвашпотребсоюз ирттерекен конкурссенче пĕрре мар палăрнă. Кăçал акă Мăнкун блюдипе, Мартăн 8-мĕшĕ умĕн «Тĕтĕмленĕ какай» наци блюдипе пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илтĕмĕр.

Председатель те пире ĕçленине кура хавхалантарсах тăрать. Кирлĕ чухне укçа-тенкĕ енчен пулăшать. Нумаях пулмасть акă çирĕммĕн, ытти райпосенчен виççĕн-тăваттăн кăна, Санкт–Петербурга кайса килтĕмĕр.

Çак çулсенче эпĕ пысăк наградăсене те тивĕçнĕ. Потребкоопераци отличникĕ, нумай çул ырми-канми тăрăшнăшăн илнĕ Хисеп грамотисем пур.

– Эпир хамăр ĕçе чунтан юратнă, – çак шухăш кашни ветеранăн сăмахĕнче яр уççăн палăрчĕ. Райпо аталанăвĕнче ырă ят хăварнăскерсем, паянхи коллективăн ÿсĕм-çитĕнĕвĕсемшĕн чĕререн савăнаççĕ, хăйсене сума сунăшăн тав тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика